Комментировать

19 Фев, 2018

Паллашăр: «Раççейĕн Арт-Географийĕ»

Паян Шупашкарта, Халăхсен туслăх çуртĕнче, Пĕтĕм Раççейри куçса çÿрекен «Раççейĕн Арт-Географийĕ» курав уçăлчĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери искусствăсен «Арт-Географийĕ» форум хÿттипе йĕркеленĕ.

Асăннă ĕç Шупашкарта пĕрремĕш хут иртет. Проекта Мускаври, Псковри, Шупашкарти, Чулхулари, Санкт-Петербургри, Магнитогорскри тата ытти хулари ÿнерçĕсем, фотографсем, ăстасем хутшăнаççĕ.

Куравсене произведенисене суйласа илнĕ регионсенче йĕркелеççĕ. Унта вăл е ку хутлăх мĕнпе палăрса тăнине сăнлакан ĕçсене тăратаççĕ. Тĕллевĕ — Раççей çыннисене тата чикĕ леш енче пурăнакансене сăнарлă искусство тата сăн ÿкерчĕксем урлă пирĕн çĕршывăн культура, этника, ландшафт, архитектура пуянлăхĕн хăй евĕрлĕхĕпе паллаштарасси.

Алексей ИВАНОВ—СĔРМЕК, художник:

Ку выставкăри ĕçсем хăватлă, унта хутшăнма пултаруллисем кăна май тупнă. Произведенисен пахалăхĕ урлă унăн хуçин сăнарĕ курăнать. Курав питĕ килĕшрĕ. Час-сасах ирттересчĕ унашкаллисене.

Паянхи курав мĕнлерех вăл? Килтĕн те пăхрăн, унтан тухса кайрăн мар, кунта пултарулăх интеллигенцийĕ тĕл пулать, малашлăх, пурнăç пирки калаçать, шухăшлать. Пире çакăн пек куравсем кирлĕ.

Владислав ЗОТИКОВ, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, скульптор:

Курава Раççей Художникĕсен пултарулăх союзĕн, Еврази Ÿнер союзĕн тата «Искусство пуласлăхĕ» искусство фончĕн вăйĕпе йĕркеленĕ.

Кунашкал курав пирĕншĕн, регионсенче ĕçлесе пурăнакан ÿнерçĕсемшĕн, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах, хамăрăн ĕçсене тăратма пултарнипе паха, унсăр пуçне ыттисен живопиçĕпе, графикипе, скульптурипе паллашма май парать. Эпĕ те тăратнă хамăн ĕçе — «Манăн юратнă ывăла» скульптурăна. Кунта çавăн пекех Константин Ефимовăн скульптурисемпе тепĕр хут кăсăкланса паллашрăм.

 

Рубрика: 
Теги: