Комментировать

19 Фев, 2018

Юратнă авторпа тĕл пултăмăр

Тупа ту тĕл пулмасан та çынпа çын курнăçатех… Сăмахăм пултаруллă, сăпайлă çыравçă тавра сыпăнать манăн.

Ангелина Павловскаяна курманччĕ эпĕ. Пуçласа унпа «Тăван Атăл» журналти Вениамин Тимаков сăвăç çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланă «Питĕ сăпайлăччĕ» статья урлă паллашрăм. 1959 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче тĕл пулнă иккĕшĕ. Алексей Никитинпа та /каярах Аттил хушма ят илчĕ/ туслă çыхăну тытнă. Икĕ тус поэзи тĕнчине парăннă, Ангелина Ивановна вара прозăри тавракурăмĕпе, чĕлхе пуянлăхĕпе палăрчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕнче тăван литературăра çанă тавăрсах ĕçлеме пикенчĕ. Тĕшĕллĕ содержаниллĕ калавсем, повеçсем çырса вулакан патне çитерчĕ. «Чи нумай вуланакан кĕнеке» авторĕ пулса тăчĕ.

Çавăнпах-и, Красноармейскинчи тĕп вулавăш çумĕнче йĕркеленнĕ «Тимлĕх» клубăн ĕçченĕсем ăна хăнана чĕнчĕç, куçа-куçăн паллашас терĕç. Кам-ха вăл Ангелина Павловская?

Авторăн пĕрремĕш «Ярăм-ярăм явăнать тĕтре» повеçĕ 1983 çулта пичетленнĕ. Каярах «Сапаскар хĕрĕ» /1995/, «Ыраш шăркана иккĕ лармасть» /1998/, «Саланнă кĕлте» /2010/ кун çути курнă. Ангелина Павловскаян виçĕ кĕнекерен тăракан «Вĕрене шывĕ те пылак» романне те вулакансем ăшшăн йышăнчĕç. Асăннă тĕл пулура педагогика ĕçĕн ветеранĕ Лев Григорьев акă мĕн аса илчĕ: «Произведени чĕлхе пуянлăхĕпе уйрăлса тăрать. Уçăмлă сăнарсем чун-чĕрене çывăх. Акă, тĕслĕхрен, чăвашсемпе тутарсем, вырăссем хушшинчи туслăха уйрăммăн палăртмала. Ăнăçу, сире, Ангелина Ивановна!»

А.Павловская 1939 çулта Вăрмар районĕнчи Кивĕ Енккассинче çуралнă. Чылай çул шкул ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.