Комментировать

13 Фев, 2018

Ыран Чăваш кĕвви-çеммин фестивалĕ пуçланĕ

Ыран Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш кĕвви-çеммин фестивалĕ пуçланĕ. Ун программипе театр ертÿçисем пресс-конференцире паллаштарчĕç.

— Куракансене чăваш музыкипе паллаштарас тата ăна халăхра анлăрах сарас тĕллевпе пуçарса ятăмăр ăна. Кăçал программăна виçĕ спектакль кĕртрĕмĕр. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе лартнă. Балетпа оперăна юратакансем килĕштереççĕ вĕсене. Хăй вăхăтĕнче ку спектакльсене тепĕр хут çĕнетсе-пуянлатса кăларнăччĕ, — терĕ театр директорĕ Валентин Федоров. Сăмах май, фестивале 2011 çултанпа йĕркелеççĕ.

Кăçалхи фестиваль «Нарспи» оперăпа уçăлать. Ăна Чăваш халăх артистки Тамара Чумакова çуралнăранпа — 85 çул тата оперăна пĕрремĕш хут лартнăранпа 50 çул çитнине халалланă. Халăх умне 1967 çулта кăларнă спектакле тепĕр 22 çултан каллех чĕртсе тăратнă, ун чухне тĕп партие шăпах Тамара Чумакова юрланă. Ташшисене РФ тава тивĕçлĕ артистки Елена Лемешевская хатĕрленĕ.

Фестивалĕн иккĕмĕш спектаклĕ /вăл нарăсăн 16-мĕшĕнче пулать/ — «Сарпике» балет. Чăваш балетне пуçарса янă ĕçе 1978 тата 1986 çулсенче çĕнетсе кăларнă. Çак тапхăрта вăл пирĕн çĕршыври чылай региона çитнĕ. 2012 çулта ăна Елена Лемешевская илемлетсе тепĕр хут лартнă. Тепĕр çулах вăл «Чĕнтĕрлĕ чаршав» республика конкурсĕнче «Чи лайăх спектакль» ята тивĕçнĕ. 2014 çулта ку балета Чулхулара иртнĕ Пĕтĕм Раççейри оперăпа балет искусствисен фестивалĕн сцени çинче ташланă.

Нарăсăн 18-мĕшĕнче куракансем Федор Васильевăн «Шыварманĕпе» паллашма пултараççĕ. Ăна халăх патне 1960 çулта çитернĕ. 50 çулхи менелникĕ тĕлне ăна та çĕнетсе кăларнă. Фестиваль яланхи пекех гала-концертпа вĕçленĕ. Театрăн илемлĕх ертÿçи Сергей Кисс каланă тăрăх — музыка уявĕнче чăваш халăхĕн ылтăн çÿпçине кĕнĕ произведенийĕсем янăрĕç, çавăн пекех концерта хальхи композиторсен хайлавĕсемпе пуянлатĕç.

 

Рубрика: 
Теги: