Комментировать

10 Фев, 2018

Йĕлтĕрпе шуса тухрĕç хире

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕр-çĕр çын йĕлтĕр çине тăчĕ. Пирĕн çĕршывра йăлана кĕнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу иртрĕ. Чăваш Енре пурăнакансем те пысăк йышпа ăмăртăва тухрĕç.

Шупашкарти аэропорт çывăхĕнчи лапамра йĕлтĕр спортне юратакан 15 пине яхăн çын тупăшрĕ. Вĕсемпе пĕрле ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, тĕрлĕ министерствăпа ведомство ĕçченĕсем, предприяти-организаци коллективĕсем, çамрăк спортсменсем, шкул ачисемпе студентсем старта тухрĕç.

— «Йĕлтĕр йĕрĕ» çынсене çывăхлатать, çемьесене çирĕплетет, ĕç коллективĕсене пĕтĕçтерет. Ăмăртăва хутшăнакансен тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ çултан çул ÿссе пынăшăн хĕпĕртетĕп. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ, мăнукĕсемпе аслашшĕ-асламăшĕ пĕрле йĕлтĕр çине тăни питĕ ырă пулăм. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пулса çитĕнесси аслисенчен нумай килет, — терĕ Михаил Васильевич старта тухакансене уяв ячĕпе саламланă май. Кăçал Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва çак кунсенче Кăнтăр Корейăра пуçланнă Олимп вăййисене халалланă. «Раççей йĕлтĕр йĕрне» ăмăртăвăн тĕп судйи ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Васильев старт пачĕ.

Пĕтĕм Раççейри ăмăрту кашни районпа хуларах иртнĕ. Акă Çĕнĕ Шупашкарсем те /4000 яхăн çын/ ирхинех йĕлтĕр çине тăчĕç. Йĕлтĕрçĕсем ушкăнсем çине пайланса тупăшрĕç. Михаил Игнатьевпа унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна та Тĕкĕрç рашчинче иртнĕ чупу трассине тĕрĕслерĕç. ЧР Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăвăн республикăри тапхăрне 60 пине яхăн йĕлтĕрçĕ хутшăннă.

Ирина Вергайкина, В.Чапаев ячĕллĕ завод ĕçченĕ:
— Пирĕн коллектив «Йĕлтĕр йĕрне» кашни çул хутшăнатпăр. Предприятире те кашни çул тĕрлĕ ăмăрту ирттереççĕ. Паян эпĕ çемьепе тухрăмăр. Кĕçĕн ывăлăм, 3 çулти Игорь, вара пĕрремĕш хут йĕлтĕр çине тăчĕ. Пиччĕшĕнчен тĕслĕх илет. Пĕчĕклех спортпа туслă пултăр тесе йĕлтĕр туянса патăмăр ăна. Вăл питĕ кăмăллă пулчĕ. Йĕлтĕрпе савăнсах ярăнать.

Пимен Петров, 88 çул /Шупашкар хули/:
— Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах аслă ÿсĕмри çынсен. Эпĕ кашни кун темиçе çухрăм утма тăрăшатăп, хĕллесерен сывлăха кура йĕлтĕрпе чупма тăрăшатăп. Йĕлтĕрĕ те ман хальхи йышши мар — 1938 çулта туса кăларни.

Лидия Яковлева, Çĕнĕ Шупашкарти стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ:
— Ку чупу пирĕн коллектившăн спорт уявĕ пулса тăчĕ. Эпир унта кашни çул пысăк ушкăнпа хутшăнатпăр. Пациентсене сывлăхлă пулма вĕрентнĕ май хамăр та сывă пурнăç йĕркине тытса пыратпăр. Ĕçлекенсен хушшинче спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем ирттересси йăлана кĕчĕ. «Врачпа пĕрле уçăлма тухар» акци йĕркеленĕ май çынсене кашни эрнере сывлăх пĕлтерĕшĕ тата чир-чĕр çинчен каласа кăтартатпăр.

Рубрика: