Комментировать

9 Фев, 2018

Хаçатçă Иван Яковлев уçнă шкулта пулнă

Пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕр, чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине кăçал Раççейĕпех паллă тăваççĕ. Çакна халалласа «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕ» «Иван Яковлев уçнă шкулсем» çĕнĕ рубрика уçать.

Эрнекун, нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Елена Атаманова корреспондент ятарласа Шупашкар районĕнчи Иккасси ялне çитнĕ. Шкул историйĕпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕн директорĕ Александр Владимиров тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Наталья Красавцева каласа кăтартнă. Шкул çурчĕ паянхи кун та çирĕп. 1997-1999 çулсенче вăл вĕренекенсене хăйĕн ытамне çĕнĕрен йышăннă. Çурта ĕлĕкхилле кăмака хутса ăшăтнă.

Çак шкулта хăй вăхăтĕнче паллă çынсенчен Николай Шупуççынни сăвăç, Федор Павлов композитор пĕлÿ илнĕ. Шкул историйĕ питĕ пуян. Материалпа «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче паллашма май пулĕ. 

Рубрика: 
Теги: