Комментировать

14 Мая, 2014

Ветерансене - чыс та хисеп!

Шупашкар район больницин тĕп врачĕ çуллен Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн медицинăра вăй хунă вăрçă ветеранĕсене килне çитсе уяв ячĕпе саламлать.

Чĕрĕк ĕмĕр каялла Кÿкеç поликлиникинче йĕркеленĕ савăнăçлă тĕл пулăва фронтовиксем çирĕмĕн ытла пуçтарăннă. Кăçал чаплă праçнике виççĕн çеç /килте/ кĕтсе илнĕ. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Михаил Алексеев тĕп врач, унăн çумĕ Аниса Юрьева, кадрсен пайĕн специалисчĕ Людмила Федотова районăн Ишлейри 2-мĕш больницинче пулчĕç, унта сипленекен Герман Васильев фронтовикпа курнăçрĕç.

Герман Васильевич Çĕрпÿ районĕнчи Çÿлти Хыркассинче çуралнă. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче 91 çул тултарать. 1941 çулта Çĕрпÿри фельдшер шкулĕнчен вĕренсе тухнă та утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Сталинград фронтĕнче - стрелоксен 743-мĕш полкĕн санитари взвочĕн командирĕ, Курск пĕккинче - танк бригадин 30-мĕш полкĕн фельдшерĕ. Днепр юхан шывĕ урлă каçсан йывăр аманнă, темиçе уйăх госпитальте сипленнĕ. Иккĕмĕш ушкăнри инвалида кăларсан ăна килне янă. Вăл Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕсене, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медале, ытти наградăна тивĕçнĕ. Герман Васильевич темиçе çул Муркаш район ĕçтăвкомĕн сывлăх сыхлавĕн пайĕн тата Шетмĕпуç врач амбулаторийĕн заведующийĕ пулнă. 1952-1991 çулсенче - Шупашкар районĕнчи Ишекри врач амбулаторийĕн фельдшерĕ.

- Герман Васильевич, Аслă Çĕнтерÿ 69 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп, сывлăх сунатăп. Савăнăçлă кăмăл-туйăмпа пурăнса çĕр çулах çит! - терĕ М.Алексеев. Чĕрĕ чечек тыттарчĕ, парне пачĕ.

Хĕвел хĕртме тытăннăранпа çĕнтерÿçĕ куллен урама тухса ларать, ешĕлленекен тавралăх илемĕпе киленет.

- Мана саламланăшăн пысăк тав! - терĕ фронтовик, туйине самантлăха çын асăрхаман кĕтесе тайăнтарнăскер. - Сире, ĕçтешĕмсене, куртăм та - савăнтăм, хама сывлăхшăн питĕ сиплĕ эмел ĕçнĕ пекех туйрăм...

Çар фельдшерĕ хаяр çапăçусене аса илчĕ. Тĕп врач çумĕ Татьяна Филиппова ертсе пынипе терапи пайĕн заведующийĕ Тамара Иванова, ытти врачпа медсестра ăна тăрăшса сиплеççĕ. Хăйне чыс тунăшăн ветеран кăмăллă юлчĕ.

1956-1976 çулсенче Чумкассипе Çĕньялти фельдшер-акушер пункчĕсен заведующийĕнче, шăл тухтăрĕнче, 1976-1987 çулсенче Çĕньял ĕçтăвкомĕн председателĕнче тăрăшнă Петр Владимиров ветерана та Шупашкар районĕнче лайăх пĕлеççĕ. Вăл Тăвай районĕнчи Йăнтăрччăра 1926 çулта çуралнă. 1943 çулта вăтам шкул пĕтерсенех ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Пулеметчик ăсталăхне туптанă. Пирĕн чаçсем Буг тата Висла юхан шывĕсем урлă каçнине халĕ те лайăх ас тăвать. 1944 çул вĕçĕнче ăна Сарă тури танк училищине вĕренме янă. Вăрçă хыççăн вăл виçĕ çул Уралта танк полкĕнче хĕсметре тăнă, каярахпа Киеври медицина-çар училищинчен вĕренсе тухнă. Чăваш АССР сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, II степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕн, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль, ытти награда кавалерĕ.

Пÿртре коляска çинче лараканскер хăйĕнпе тĕл пулма килнисене тÿрех палларĕ, пит-куçĕ савăнăçпа çиçрĕ. Йывăр чире пула сасси йăмшакланнă пулин те калаçма тăрăшрĕ. Тĕп врач ăна Хĕрлĕ Çар тата совет халăхĕ фашистсен Германине 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 69 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ.

Юртукассинчи Елена Осипова /кăрлач уйăхĕнче 92 çул тултарнă/ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чăрăшкассинче çуралнă. 1941 çулта Çĕрпÿри фельдшер-акушер шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Çар ретне ăна 1942 çулта илнĕ. Икĕ çул эвакогоспиталь фельдшерĕ пулнă: çĕр-çĕр çынна сипленме пулăшнă. 1944 çулта радистсен курсĕнче вĕреннĕ. Вăрçă вĕçленичченех çыхăну полкĕнче хĕсметре тăнă. 1945-1983 çулсенче Юртукассинчи, Шемшерти, Çĕнĕ Тутаркассинчи медицина учрежденийĕсенче вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та ĕçе пăрахман: хуралçăра вунă çул тăрăшнă. II степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденне, ытти наградăна тивĕçнĕ.

Елена Егоровна тĕп больницăран килнĕ хăнасене кĕреке умĕнче кĕтсе илчĕ. Тĕп врач унăн сывлăхĕпе кăсăкланчĕ.

- Фельдшер киле килсе юн пусăмне тĕрĕслерĕ, - терĕ ветеран. - "Хăвна начар туйсан больницăна хуратпăр", - терĕ. Выртмастăп. Çанталăк ăшăтрĕ. Урама тухса ларатăп, хĕвелрен вăй илетĕп. Ывăлăмпа кин юратса пăхаççĕ. Пурăнас килет...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.