Комментировать

Манăн шухăшпа — «Хыпарта» сĕнÿллĕ шухăшсен кĕтесне уçсан аванччĕ. Вăл хаçат вулаканĕсемшĕн те кăсăклă пулĕччĕ. Акă пĕрремĕш сĕнÿ.

Тĕп хулара Петĕр Хусанкай ячĕллĕ хăтлă кермен капăрланса ларать. Вăл тĕрлĕ наци çыннисене хутшăнса канмалли вырăн теççĕ. Наци тесе эпир хăйĕн культурипе аталанса, пĕр вырăнта тĕпленсе пурăнакан çынсен ушкăнне калатпăр. Çак пысăк уйрăмлăха пăхсан камсем пулмалла-ха керменте? Паллах, чи малтан кунта тĕпленсе пурăнакан кÿршĕ халăхсем: марисем, удмуртсем, тутарсем, пушкăртсем, мишерсем, мăкшăсем, ирçесем, вырăссем тата чăвашсем. Чăвашсем тенĕрен… Вĕсем тĕрлĕ субъектра тĕрлĕрен, çавăнпа та унта Мари чăвашĕсен, Удмурт чăвашĕсен, Тутар чăвашĕсен, Пушкăрт чăвашĕсен, Чĕмпĕр чăвашĕсен, Самар чăвашĕсен, Саратов чăвашĕсен, ирçе-мăкшă чăвашĕсен хăйсен уйрăм кĕтесĕсем пулмалла.

Халăхсен çыхăнăвĕ халĕ рынок экономикин меслечĕпе питĕ çăмăл та хăвăрт аталанса пырать. Ку ыйту паян ытлашши пăшăрхантармасть. Çав вăхăтрах хамăр тăрăхри çамрăксен ыйтăвĕ питĕ çивĕч тăрать.

Пирĕн çамрăклăх çулĕсенче хула варринче Крупская ячĕллĕ парк пурччĕ. Унта кашни эрнерех ташă каçĕ йĕркелетчĕç. Çавăнта мĕн чухлĕ çамрăк пĕр-пĕринпе паллашса çемье çавăрман-ши? Халĕ çамрăксен çавнашкал вырăн çук. Ăçта паллашатăр тесен: «Интернетра», — теççĕ. Интернет пулмасан — ниçта та. Çапла таçта-таçта ăнсăртран паллашса ăнсăртран çемье çавăраççĕ. Ăнсăртран тенĕ пек ачисем çуралаççĕ. Çавăнпа та халĕ пĕччен хĕрарăм нумай.

Манăн шухăшпа, çĕнĕ çак керменте çамрăксене çĕнĕ пурнăç йĕркине хăнăхса пыма та майсем туса памалла. Унта тĕрлĕрен кружок уçмалла, юридици канашлăвĕсем, компьютерпа тĕрлĕ программăсене вĕренмелли уроксем, çĕнĕ предприятисем уçмалли йĕркесем çинчен лекцисем вуламалла. Çавăн пекех кермен картишĕнче эрнере пĕрре пысăк ташă каçĕ ирттерни те питĕ вырăнлă пулĕччĕ.

Кÿршĕри марисен «Мари ташши» тахçанах ĕçлет. Ăна халăхра килĕштереççĕ. Эпир те унта ятарласа кайса куртăмăр, пирĕн кăмăла та кайрĕ. Çакă мар-и халăхсен чăн-чăн çыхăнăвĕ?

 

Хветĕр МАТУР.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.