Комментировать

Раççей почти нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен 2018 çулхи иккĕмĕш çур çул валли пичет кăларăмĕсене çырăнтарать.

Çак тапхăрта хаçат-журнала унчченхи хаксемпе çĕршыври мĕн пур почта уйрăмĕнче тата Viber мессенджер пулăшнипе podpiska.pochta.ru сайтра çырăнса илме пулать. Палăртнă вăхăт çитичченхи çырăнтарăва пин ытла кăларăм хутшăнать. Çырăнтару йĕрки тата хаксем 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулхи пекех сыхланса юлĕç.

РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен çумĕнчи Регионсенчи пичет кăларăмĕсен эксперт канашĕ çирĕплетнĕ списокри кăларăмсене 20-25 процент йÿнĕрех хакпа çырăнтараççĕ. Списока Чăваш Республикинче тухса тăракан 35 хаçат-журнал кĕнĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.