Комментировать

5 Фев, 2018

«Çанталăк пирĕн тÿсĕмлĕхе тĕрĕслет»

Юр çăвать, куç курми тăман вĕçтерет те — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла каланинчен — çанталăкăн çак условийĕсенче пурнăçпа ĕç-хĕле тивĕçтерес ыйтусенчен — пуçлани ăнсăртран мар. Вăл авари тĕслĕхĕсене сирес, çулсене тасатас енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушрĕ.

Вырсарникун пăрлă çумăр çунине, вăйлă çил-тăмана пула электролинисем сенленнине кура республикăри 12 районти ялсем электричествăсăр юлнă. Çулсене юртан тасатас енĕпе йывăрлăх пур. Пысăк магистральсем çинче «пăкăсем» пулман-ха, анчах, транспорт министрĕн заместителĕ Евгений Павлов пĕлтернĕ тăрăх, техникăн 240 единици ĕçлет пулин те вырăнсенчи çулсене тасатса ĕлкĕреймеççĕ. 

ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров «Чăвашэнергон» авари бригадисем талăкĕпех юсав ĕçĕсене пурнăçланине çирĕплетрĕ. Чылай районта электричество парассине йĕркеленĕ, Муркаш районĕнче, сăмахран, энергин резерв çăл куçĕпе усă курма тивнĕ, апла пулин те тунтикун ирхине тĕлнĕ темиçе районта пурăнакан 8,4 пин çын электричествăсăр пулнă-ха. Çулсене юр хÿсе кайнине пула хăш-пĕр çĕрте çăмăл машинăсем пута-пута ларнă тĕслĕхсем пулнă, çавна май вĕсене юр тыткăнĕнчен кăлармашкăн çăлавçăсен пушар машинисене явăçтарма та тивнĕ.

Михаил Игнатьев тивĕçлĕ мĕн пур служба лару-тăрăва йĕркелеме хутшăнмаллине палăртрĕ. Граждансен хăйсен машинисемпе çула тухма тăхтамалла, юр тасатма коммерци тытăмĕсен техникине те явăçтармалла. Паллах, ахаль çынсем кĕреçе тытса дворниксене пулăшни те вырăнлă.

Рубрика: 
Теги: