Комментировать

24 Янв, 2018

Унта та шкул пулĕ, кунта та

Паян иртнĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухнă «Вĕрентĕве аталантарасси» программăри тÿрлетÿсене тишкернĕ май республика Пуçлăхĕ çĕнĕ шкулсем тăвас ыйтусемпе те кăсăкланчĕ.

Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта 1,1 пин вырăнлăх шкула иртнĕ çул вĕçĕнче тума тытăннă, вăл çитес çулхи çĕртме уйăхĕнче хута каймалла. Çавăн пекех 2019 çул вĕçленнĕ тĕле Çĕнĕ хулара 1,6 пин вырăнлăх шкул туса пĕтермелле. «Садовый» микрорайонта шкул тăвас ыйту та — кун йĕркинче. Хальлĕхе вара тĕп хулара икĕ сменăпа вĕренекен ачасен шучĕ пысăкланса кăна пырать.

Çавăнпа ĕнтĕ Михаил Игнатьев ытларикун «Радужный» микрорайонта пурăнакансемпе курнăçнă май вĕсем те шкул туса пама ыйтни пирки каларĕ. 

Рубрика: 
Теги: