Комментировать

11 Янв, 2018

Фестивальте палăртăмăр

Раштав уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Хусан хулинче регионсен хушшинчи шырав юррин тата агитбригадăсен «Ровесников следы—2017» фестивалĕ иртрĕ.

Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă шкулĕн «Надежда» шырав отрячĕ те унта хутшăнчĕ. Пирĕн ертÿçĕ — истори вĕрентекенĕ Ирина Столярова, эпĕ — командир. «Надежда» «Художественное слово» номинацире палăрчĕ. 7-мĕш класс вĕренекенĕ Диана Кузьмина конкурс дипломне тивĕçрĕ. Анастасия Малышева, Диана Ларионова тата Светлана Шомполова сертификатпа таврăнчĕç. Эпир пултарулăх мастерскойĕнче пултăмăр, лекцисем итлерĕмĕр, семинарсене çÿрерĕмĕр. Кирлине нумай пĕлтĕмĕр, кăмăл-туйăма çĕклерĕмĕр. Фестивальте кашни хутшăнакана хаклă парнесемпе сувенирсем парса хавхалантарчĕç.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.