Комментировать

Раççейĕн Ял хуçалăх министерстви иртнĕ çул вĕçĕнче тырра чукун çулпа йÿнетнĕ хакпа турттармалли регионсен списокне çирĕплетнĕ. Чăваш Ен унта лекмен, çапах та экспертсем пăшăрханма сĕнмеççĕ тесе пĕлтерет республикăн аграри ведомстви

Чукун çул транспорчĕпе турттарнине хысна шучĕпе субсидилекен регионсен шутне Воронеж, Курган, Курск, Липецк, Новосибирск, Омск, Оренбург, Орел, Пенза, Самар, Саратов, Тамбов тата Ульяновск облаçĕсем кĕнĕ. Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне Новосибирск, Омск, Оренбург, Тамбов облаçĕсенчен 100 пин тонна тырă турттарса тухма ĕлкĕрнĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен тырă самай турттарнине кура хак ÿсессе шанаççĕ. 

 

 

Вера ТИТОВА. Agbz.ru сайтри сăн укерчĕк.