Комментировать

8 Мая, 2014

Елчĕксенчен тĕслĕх илер!

Кĕçĕннисем аслисенчен тĕслĕх илни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Тин кăна пурнăçа хăнăхса пыраканскерсем çав тери çивĕч туйăмлă та, йĕри-тавра мĕн пулса иртнине çийĕнчех евĕрлеме хăтланаççĕ. Ача тĕкĕр пекех-çке. Çавăнпа вăл мĕнле çынсем хушшинче ÿсни унăн кăмăлне, тавра курăмне йĕркеленме май парать. Юнашар кăнттам калаçакансем çеç пулсан пĕчĕкскертен çепĕçлĕх кĕтсе илеймĕн, пурăна киле унăн çак усал енĕ тата вăйланĕ. Кăмăллă пуплеве илтсе ÿсекен вара пурнăçа юратма тата хаклама, кашни çынна хисеплеме вĕренĕ.

Çапларах шухăш патне çитсе тухрăм Елчĕк районĕнчи Елчĕк пуçламăш шкулне кĕрсенех. Кунта кĕçĕннисен патшалăхĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Ачасене сăмах хуш кăна, çурхи пахчари кайăксем пекех чĕвĕлтетме пуçлаççĕ. Вĕсене итленĕ май тăван чĕлхе тата илемлĕрех янăранăн туйăнать. Ку патшалăх ячĕ мĕн тери илĕртÿллĕ тата! «Паха пĕлÿ» – кĕçĕн класс ачисене тарăн пĕлÿ паракан шкул.

Хастарлăх ачаранах пуçланать

Вĕрентекенĕсем кашни тăхтавра пĕр пÿлĕме пуçтарăнаççĕ те шкул ĕçĕ пирки канашлаççĕ, пĕр-пĕрне кирлĕ сĕнÿпе хавхалантараççĕ. Эпĕ пырса кĕнĕ чухне вĕсем Чăваш чĕлхи кунне епле ирттересси çинчен калаçатчĕç. Пÿлĕмре тараватлăх хуçаланать, вĕрентекенсен кăмăллă сăн-питĕнче ăшă кулă çуталать. Пĕр-пĕрне ăнланса, йывăр вăхăтра пулăшса ĕçлени те çак туслă коллектива ăнăçу кÿрет пуль. Чи асли кунта вăтăр икĕ çул ĕçлет ĕнтĕ. Вăтамран илсен ытларахăшĕ вун çичĕ çула яхăн çак тивĕçе пурнăçлать. Чи çамрăкки вара, Ольга Витальевна Кузьмина, ку ĕçе кăçал кăна пуçăннă. Ачасене пĕлÿ тĕнчине ертсе кĕме пуçланă та хăй вĕрентекен пулмах çуралнине туйса илнĕ.

Кĕçĕн классенче пĕтĕмĕшле илсен 196 ача вĕренет. Кашни класра икшер ушкăн. Вĕрентекен программăпа кăна ĕçлемест-çке. Вăл ачасемшĕн чун ăшшине хĕрхенмесĕр вĕсенчен пысăк çын тума ĕмĕтленет. Çавăнпа уроксемсĕр пуçне тăтăшах класс сехечĕсем тата тĕрлĕрен уяв та ирттерме тивет. Пĕчĕкскерсен вĕренес туртăмне пысăклатма, вĕсене хавхалантарма вара конкурс-олимпиадăсем самай пулăшаççĕ. Елчĕк ачисем чăнах та хастар. Тăваттăмĕш класри Полина Ефимова литературăна питĕ юратать. Республика шайĕнчи Ăс-хакăл вăййине хутшăнса вăл виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Виççĕмĕш класри Дима Петров вара, ахăртнех, чĕлхеçĕ пулас ĕмĕтлĕ. Чăваш чĕлхи олимпиадинче виççĕмĕш тухнă вăл.

Шупашкарти «Эткер» центр ирттерекен «Эпĕ – тĕпчевçĕ» конкурсра Елчĕксем çулсеренех хастарлăх кăтартаççĕ. Кăçал та акă пĕрремĕш «а» класри Настя Архилина виççĕмĕш, пĕрремĕш «б» класри Дарина Чернова иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Виççĕмĕш çул ĕнтĕ кунта «Ташлакан шкул» проект ĕçлет. Ачасем унта эрнере пĕрре çÿреççĕ. С.И. Карамаликова хореограф тăрăшнипе çак ăсталăха çăмăллăнах алла илеççĕ вĕсем. Ташă вăрттăнлăхĕ те пĕчĕккĕн уçăмлансах пырать.

Кашниех хăйĕн кăсăкланăвне кура тĕрлĕрен кружока çÿрет. «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕ пурри те мĕн тери аван! Унта ачасен сывлăхне çирĕп- летмелли меслет нумай. Тĕрлĕ хускану тусан, бассейнра ишсен, спорт вăййисенчен пăрăнса юлмасан кунтан, чăнах, та улăп пулсах тухăн. Тăваттăмĕш класри Диана Кириллова Çĕнĕ Шупашкарта акватлон енĕпе иртнĕ республика ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă. Шăмăршăра вара ишессипе – иккĕмĕш. Районта спортăн çак тĕсĕпе маттур хĕр ачана çитекен пулман: вăл – пĕрремĕш, пĕрле вĕренекен Катя Цыганова вара – иккĕмĕш тухнă.

Искусство шкулĕпе тачă çыхăну тытни ачасен пултарулăхне аталантарма май парать. Юрлас ăсталăхне самаях пысăклатĕç-ха кунтан вĕренсе тухиччен.

Тăваттăмĕш «а» тата «б» классем çу уйăхĕнче кадет класне куçма хатĕрленĕç, ятарлă тест витĕр тухĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулне вара пиллĕкмĕш «к» класра пуçлĕç. Пĕрисен хăвăртрах кадет тумĕ тăхăнас килет пулсан, теприсем вара шикленÿ туйăмне ниепле те çĕнеймеççĕ-ха, çывхарса пыракан тĕрĕслев хăратать вĕсене. «Ачасем, нимĕн кулянмалли те çук. Эсир питĕ маттур, хăвăра шанăр», – тесе хавхалантарать вĕсене Вера Геннадиевна Молоствова класс ертÿçи.

Эпир, чăвашсем, питĕ маттур!

Акă шăнкăрав янăрарĕ те пуçламăш шкулăн сакăр класĕ те анлă коридорта пуçтарăнма пуçларĕ. Кунта паян Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртет-çке. Наци тумĕ тăхăннă хĕр ачасемпе арçын ачасем пукане евĕр курăнаççĕ, куçа тÿрех илĕртеççĕ. «Мĕн лартса парĕç-ши вĕсем паян?» – çапларах шухăш мĕлтлетет пуçра кашни класăн хăйне евĕрлĕх- не асăрханă май.

Уява Любовь Николаевна Маркова вĕрентекен уçрĕ. Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвасси мĕнпе çыхăннине ăнлантарса пачĕ. «Эпир илемлĕ Чăваш Енре пурăнатпăр, кашни кунах чăвашла сăмах хушатпăр, тăван чĕлхе пире вăй-хăват парать», – терĕ вăл. Ачасем çак ылтăн сăмахсене питĕ тимлĕн итлерĕç, пĕлтерĕшĕ пирки шухăша каякан та пулчĕ. Чăвашсем хушшинчи паллă çынсем çинчен каласа пани вĕсене ĕмĕтленме, пысăк тĕллев лартса ун патне çитме хавхалантарчĕ, ахăртнех. Любовь Николаевна: «Эпир, чăвашсем, питĕ маттур», – тесен ачасен куçĕ- сем татах та çуталчĕç. Халăх пуласлăхĕ хăйсенчен килнине туяççĕ ĕнтĕ вĕсем.

Ура çине тăрса Чăваш Республикин гимнне шăрантарнă вăхăтра вара кашни ача мăнаçлăн курăнчĕ. Акă пирĕн малашлăх сасси!

Тăваттăмĕш классем куракансене чăваш ташшипе тыткăнларĕç. Хусканăвĕсем çаврăнăçуллă та илемлĕ. Мĕн тери паха-çке пирĕн халăхăмăр пуянлăхĕ! Çакă вăл ташăра та сисĕнет.

Виççĕмĕш класри Настя Архилина хăйне артист пек тытма пултарнипе тĕлĕнтерчĕ. Сасси чуна пырса тивет, пуплевĕ чĕрене ăшăтать, Иван Яковлевич Яковлев çинчен çырнă сăвă йĕркисене чунтан шăрантарнă вăхăтра хĕр ача аллисемпе хăлаçланса илет те акăш евĕр туйăнса каять. Ăсталăхне малашне те аталантарсан, пултарулăхне сÿнме памасан унран пысăк артист пулатех.

Тăваттăмĕш «б» класри Олеся Колсанова та сăвăпа савăнтарчĕ. Тантăшĕсем кăмăллăн алă çупни, вĕрентекенсем ырă сăмахпа хавхалантарни ачасене татах та çунатлантарать, хăйсене лайăх енчен ытларах кăтартма май парать.

Акă тĕрлесе ларакан чĕрĕ «пуканесем» куç тĕлне пулчĕç. Иккĕмĕш «б» класри хĕр ачасем, ав, «Улах ларма» килнĕ иккен. Полина Иванова, сăмахран, тĕрĕ – хăйĕн чун киленĕçĕ пулнине палăртрĕ. Унăн юлташĕсем те çак илем ĕçне кăмăллаççĕ.

Чăвашсем – çĕр пин юрăллă, çĕр пин тĕрĕллĕ халăх тесе ахальтен каламан. Елчĕксем паян та çак сăмахсен пĕлтерĕшне тÿрре кăлараççĕ. «Улахра» ларакансем халăх ĕлĕк-авал вăрттăн çырупа усă курни çинчен каласа пачĕç. Çав паллăсем шăпах тĕрĕсенче сыхланса юлнă. Эппин, пирĕн паянхи тивĕç – халăх ăс-хакăлне пĕтме памасăр малалла аталантарасси. Китай тĕрри çинчен те сăмах пулчĕ кунта. Çапла çав, хамăр халăх кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашас тесен ыттисемпе те кăсăкланмалла, танлаштармалла, пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсем тупмалла.

Ачасене тупмалли юмахсем яланах канăç памаççĕ. Ахальтен мар-çке вĕсем асламăшĕсене тăтăшах: «Татах ыйт-ха. Кăна пĕлетĕпех ĕнтĕ», – тесе тархаслаççĕ. Тупсăмне тупма вара çăмăл та, çав вăхăтрах йывăр та. Чăвашсен вăлтса калаçасси унта та сисĕнет-çке. Ĕлĕкхи юрăсем тата мĕн тери шухăшлă! Унта мĕн çинчен каланине тÿрех тавçăраймăн та. Малтанласа ахаль сăмахсем пек çеç туйăнсан кайран вара вĕсен тарăнлăхĕнчен тĕлĕнсе çитереймĕн.

Вăйăсем авалах çыннăн ăс-хакăлне те, тавра курăмне те, çаврăнăçулăхне те кăтартса панă. Кам мĕнлерех иккенне пĕлмелли чее мел тесен те юрать çакна. Паянхи ачасем вара аслашшĕ-асламăшĕн пĕчĕк чухнехи вăййисене пĕлеççĕ-ши? Е компьютерпа телевизортан хăпаймаççĕ? Иккĕмĕш «б» класс ачисем мĕн тĕрлĕ вăйă выляса кăтартмарĕç пуль! Кĕтесле те, шăпа ямалла та... Анчах вĕсене шăпăрлансем урама тухсанах манса каймĕç-ши?

«Эпир кулленех ялти тантăшсемпе пуçтарăнса «Сик, кĕтес», «Суккăр така», «Çапса тармалла» тата нумай вăйă вылятпăр», – терĕç мана ачасем эпĕ иккĕленнине кура. Мĕнех, эппин, вĕсен ачалăхĕшĕн кулянмалли çук.

Уяв вĕçленнĕ май вара пурте ура çине тăрса «Илемлĕ» юрă шăрантарчĕç. Чăнах та, чăваш юрри те юрлама пĕлсен кăна илемлĕ пуль çав. Ачасем мĕн тери пултаруллă та маттур пулнине кура вара чун савăнать.

Таçтан хушни кирлĕ мар

«Паллă кунсене эпир çапларах уявлатпăр», – теççĕ вĕрентекенсем кăмăллăн. Илемлĕ тумпа Искусство шкулĕ те, вырăнти музей та пулăшать иккен. Хăшне-пĕрне вара амăшĕсем çĕлесе параççĕ. Пĕрле тачă çыхăну тытса ĕçленине мĕн çиттĕр? Çакна та каласа хăвармалла, чăваш тĕррипе технологи урокĕнче кăна ĕçлемеççĕ, ÿкерÿ тата чĕлхе предмечĕсенче те ун валли ятарлă вăхăт уйăрнă.

«Чăвашлăхшăн тăрăшма пире таçтан хушни кирлĕ мар, чун ыйтни те çителĕклĕ», – теççĕ кунти вĕрентекенсем пĕр саслăн. Чĕлхене те вĕсем ют сăмахсемпе çÿпĕлемеççĕ. Кунта таса чăвашлăх хуçаланать. Республикăри пур ачана та, аслисене те, çакăн пек маттурсенчен тĕслĕх илме сĕнетĕп. Пирĕн чĕлхене чĕвĕлти чĕкеç чĕлхипе танлаштараççĕ. Чĕвĕл-чĕвĕл тунă вăхăтрах курак пек кăшкăракан чĕкеçе курнă-и эсир? Çук, паллах. Эппин, тăван чĕлхемĕр те таса чăвашлах янăратăрччĕ!

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.