Ача — нумайрах, инкек — сахалрах
Уяв-кану кунĕсем республикăра йĕркеллĕ иртнĕ, пăтăрмахсем пулман, çавна май кăçалхи пирвайхи планеркăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак тапхăрта сыхлăха тивĕçтерес енĕпе ĕçленĕ службăсене тав тунинчен пуçларĕ. Калаçăва тăснă май вăл республика иртнĕ çула ăнăçлă вĕçленине çирĕплетрĕ, кăçал та тухăçлă ĕçлеме сунчĕ.
Республика бюджечĕн тупăшĕ пысăкланнă, çав вăхăтрах Михаил Игнатьев хăш-пĕр предприятире лару-тăру йывăррине те пытармарĕ — «вĕсен коллективĕсенчи социаллă çивĕчлĕхрен сыхланмалла». Лайăх хыпар — кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çуралнă ачасемшĕн çемьесем 8910 тенкĕпе танлашакан тÿлев илме пуçласси. Ку виçене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе шайĕнче палăртнă. Сăмах май, кăçалхи кăрлачăн 8-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 264 пепке çуралнă та ĕнтĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов пĕлтернĕ тăрăх, ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 9 ача нумайрах. Çут тĕнчене 154 арçын ача тата 110 хĕрача килнĕ.
Раштавăн 20-мĕшĕнчен тытăнса Çĕнĕ çул тапхăрĕнче республикăра уява халалланă 13 пин ытла мероприяти иртнĕ. Çак цифрăна асăннă май культура министрĕ Константин Яковлев ку хутĕнче Чăваш Ене туристсем те йышлăн килнине палăртрĕ.
Спорт мероприятийĕсем вара малалла пыраççĕ. Çамрăк хоккеистсем «Ылтăн шайба» турнирта вăй виçеççĕ, шкул ачисен басктбол лигин ăмăртăвĕсенчи тупăшу та çивĕч пулĕ. Кăрлачăн 13-15-мĕшĕсенче вара Шупашкар Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетсен ăмăртăвне йышăнать.
ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров çак тапхăрта пулнă инкексем пирки каласа пачĕ. 31 пушар пулнă — иртнĕ çулхинчен сахалрах. Шел те, вутра пĕр çын вилнĕ. Иртнĕ çул вара уявсен тапхăрĕнче «хĕрлĕ автан» 6 çын пурнăçне татнăччĕ. Шăпах уявпа çыхăннă инкексем те пулнă. Шупашкарта пиротехникăна пула хваттерте пушар тухнă. Сигнал ракети балкон çине лекнĕ, унти ăпăр-тапăр тивсе кайнă. Хваттер хуçисем килте пулман — вут-çулăм кухньăна куçнă… Улатăр районĕнче вара… сăмакун аппарачĕ сирпĕнсе кайнă — çыннăн учĕ пиçнĕ. Пиротехникăпа асăрханманнине пулах çынсем суранлăннă тĕслĕхсене те шута илнĕ.
Вăрнар районĕнче вара çамрăксем дискотекăра хирĕçсе кайнă. Пысăк икĕ ушкăн тытăçăвне сирсе ямашкăн право хуралĕн органĕсен самай пысăк йышне явăçтарма тивнĕ. Вун-вун çамрăка тытса чарнă. 13 çынна административлă майпа явап тыттарнă ĕнтĕ. Тата 26 каччă тĕлĕшпе те тивĕçлĕ йышăну пулмалла.