Комментировать

5 Дек, 2013

ЯТАРЛĂ ВЫРĂНТА УПРАМАЛЛА

Эмелсене вĕсем пăсăласран ятарласа палăртнă вырăнта упрамалла. Кашнин хăйĕн йĕрки пур.

Çутă лекмен вырăнта. Эмелсем янкăр çутăра уйрăмах хăвăрт пăсăлаççĕ. Çавăнпа вĕсене тĕттĕм вырăнта е тĕксĕм тĕслĕ флаконра упрамалла.

Нÿрĕкрен аяккарах. Тÿмесемпе капсулăсем хăвăрт йĕпенеççĕ, вĕсем валли типĕ вырăн кирлĕ.

Сывлăш ан лектĕр. Уçăлла упрасан эмел пăсланма, сывлăшри япаласене туртса илме е кислородпа реакцие кĕме пултарать. Çавăнпа кĕленчесене çăтă пăкăлаççĕ. Тÿмесене эмел кăларнă чухне вырнаçтарнă сывлăш кĕмен упаковкăра упраççĕ.

Виçеллĕ температурăра. Пÿлĕмри тĕттĕм вырăнта хытă эмелсемпе аэрозольсене упраççĕ. Чылай эмелшĕн 15-22 градус ăшă юрăхлă. Енчен те аннотацире типĕ сивĕ вырăн кирлине палăртнă пулсан эмеле сивĕтмĕше хума юрать. Нÿрĕкрен хÿтĕлеме малтан курупкана е полиэтилен хутаçа хумалла. Çемçе эмелсене /маç, пластырь, çурта, пилюля/ - вăта çÿлĕк, шĕвĕ эмеллĕ флаконсене аялти çÿлĕк çинче упраççĕ.

Тÿмепе шĕвеке - уйрăм! Тулаш сиплев валли тата шала ĕçсе сипленме кирлĕ препаратсене уйрăм хутаçпа, тĕрлĕ çÿлĕк çинче упрамалла. Сурана, пиçсе кайнă ÿте сĕрмелли эмелсен флаконĕсене ыттисенчен уйрăм çĕре лартмалла.

Куç умĕнче мар! Эмеле шыраса тăмасăр хăвăрт илме май пур вырăнта тытмалла. Анчах куç умĕнче мар. Ку килте ачасем, психика чирлĕ, ватă çынсем пулсан пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Мĕн чухлĕ упрама юрать? Аптекăра хатĕрленĕ медицина препарачĕсене нумай вăхăт упрамалла мар. Шыв настойĕсем, микстурăсем, отварсем пуринчен те хăвăртрах пăсăлаççĕ. Вĕсене пÿлĕм температуринче 2-3 кун кăна упрама юрать.

Сăмах май, зеленкăпа йод упаковкине уçнă хыççăн та сиплĕ витĕмне çухатмаççĕ, вĕсемпе управ вăхăчĕ иртичченех усă курма пулать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.