Комментировать

8 Мая, 2014

69-мĕш çуркунне...

Пĕр-пĕрне саламланă май ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунасси йăлана кĕрсе кайрĕ ĕнтĕ. Чылай чухне сăвва пăхмасăр вĕреннĕ пекех шăранаççĕ çак сăмахсем. Анчах кунсăр пуçне нумайăшĕ, пирĕнтен кашниех хăçан та пулин каланах çакна, хушса хурать: “Вăрçă кăна ан пултăр санăн пурнăçунта...”

Телее, паянхи ăру мирлĕ тÿпепе савăнать. Çар самолечĕсем пуç çийĕн Çĕнтерĕве халалланă уявсенче тата парадсенче кăна кĕрлесе вĕçсе иртеççĕ. Этемĕн пурăнас кун-çулне татакан техникăпа та мирлĕ халăх çавăн чухне çеç “паллашма” пултарать. 69-мĕш çул мирлĕ çуркунне çитсе çамрăк чечек-курăкпа, çĕнĕ çулçăпа савăнтарать. Ветерансен чунĕсенче кăна ниепле те лăпкăлăх йăва çавăраймасть... Тамăка аса илтерекен вăрçăн вĕресе тăракан хуранĕнче иртнĕ вăхăта ĕмĕрлĕхе асран кăлармашкăн пирчесе пĕтереймен суранĕсем те кансĕрлеççĕ-тĕр. Снаряд-граната ванчăкĕсене халĕ те ÿтре йăтса çÿрекен сахал-и? Унсăр пуçне вун çиччĕри йĕкĕтсем, хĕре алăран та тытса курманскерсем, яшлăхне унта, тамăкра, хăварнă-çке... Ÿт суранĕ туртăнсан та чунрине кам сиплĕ? 69 çул - вăтамран çын ĕмĕрĕ. Çапах та, çĕр питне фашизмран тасатма хутшăннă шурă çÿçлĕ салтак ветерансен речĕ çулран çул сайралсах пырать пулин те, пирĕн хушăра пур-ха вĕсем паян та, пур. Çак кунсенче Украина çĕрĕ çинче çĕнĕрен чĕрĕлнĕ вут-пушар вĕсен чĕрисене еплерех ыраттарать-тĕр... Çак халăхăн ирĕклĕхне сыхласа хăварас тесе чăвашсем те паттăррăн çапăçнă-çке. Мĕн чухлĕн выртса юлнă унта вĕсем - кам калĕ?..

Юлашки çулсенче Интернетсăр апат çиме те ларайми пултăмăр та - юлашки хыпарсене ун урлă шĕкĕлчесех тăратпăр. Тĕлĕнсе каймалла тискерлĕхсем çинчен каласа кăтартаççĕ. Георгий хăйăвне - Аслă Çĕнтерÿ символне - çакнăшăнах вĕлересле хĕнеççĕ çынсене. Донбасс халăх ополченийĕн ертÿçи Павел Губарев судăн черетлĕ ларăвне çывхарса килекен уяв умĕн кăкăрĕ çине çак хăйăва çакса пырсан хурал туртса илме тапăннине кăтартрĕç телевизорпа. Тытăçу тапрансан: “Вĕлерĕр, хăйăва вара памастăп”, - терĕ чунпа парăнман арçын. Çакăн хыççăн унăн аллине каллех йăлмакласа хусканмалла мар çыхса хунă. Чун-хавалĕпе çирĕп ертÿçе хуçас тĕллевпе темĕн те тăваççĕ ĕнтĕ. Унăн пурнăçне сыхласа хăварасси те иккĕлентерет. Паянхи саманара, çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте, çакăн пекки пулса иртни пуçа шăнăçмасть. Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăç пайĕнче юлашки кунсенче пулса иртнĕ ĕç-пуçа кăтартма пуçличчен дикторсем ачасене экран çывăхĕнчен айккинерех илсе кайма ыйтрĕç - чуна кисретекен сюжетсем çирĕпленсех çитеймен ăс-тăна начар витĕм кÿме пултараççĕ. Тĕрĕссипе, ача мар, çĕнĕ хыпарсен кăларăмне вĕçне çитичччен пăхса пĕтерме хамăн та чăтăм çитмерĕ, чун сÿлерĕ. Халĕччен кун пеккисене вăрçă çинчен ÿкернĕ илемлĕ фильмсенче кăна курма тÿр килнĕччĕ...

Интернетра цензура çук. Унта кашниех хăйĕн шухăшне ирĕклĕн палăртма пултарать. /Телее, хăть усал сăмахпа вăрçăнма чаракан саккун йышăнчĕç çак кунсенче/. Ку аван. Блогерсене журналистсемпе танлаштарма пуçласси те ку уçлăхра хăçан-тăр йĕрке пур пĕрех пуласса шантарать-ха. Украинăра пурăнакан хĕрпе Интернетра хутшăнатпăр. “Раççей МИХĕсене мĕншĕн ĕненетĕр?” - вĕсем пурте суйнине палăртасшăн хайхи. Журналистсене шанмасан Интернет уçлăхĕнче паян тĕрлĕ çăл куç информацийĕпе паллашма пулнине аса илтеретĕп. Вăл пур пĕрех пур инкекшĕн те Раççее, вырăссене, Путина айăплама тăрсан чăтăм пĕтет. Мĕн, Путин - пĕтĕм Раççей-им? Раççейре, çитменнине, вырăссем кăна пурăнаççĕ-им? 69 çул каялла тĕрлĕ халăх çынни пĕр-пĕрин хулпуççине перĕнсе Çĕнтерĕве туптанине украинсем маннă-им? Совет салтакĕ çĕр-шыв чиккине çитсе малалла кайман тăк Украина пулатчĕ-и-ха паян? Кам пĕлет, Европа фашист атти айĕнче йăванмастчĕ-и? Раççей начар иккен вĕсемшĕн - “аркатакан вăй”, НАТО çарĕ вара пурнăç пиллет-шим? Белграда чиркÿре иртекен питĕ мирлĕ мероприятие - Мăн куна - ÿкерме тĕрлĕ çĕр-шывран пынă тележурналистсем хула çине шăпах НАТО самолечĕсем бомба пăрахнине пула вилнине аса илтеретĕп /пирĕннисем ăнсăртран кăна чĕрĕ юлнă/. Хиросимăна, Нагасакие ăçтан манăçа кăларăн? Вьетнамра çынсене çунакан шĕвекпе - напалмпа - çунтарнине те тĕнче ас тăвать-тĕр...

Пирĕн хивре калаçу майĕпен лăпкăрах юхăма куçать. Чăн та, çав хĕрĕн кăмăлне йăлт улăштартăм тееймĕп, çапах та ăçта тус, ăçта тăшман иккенне пуçĕ тавра пĕр виççĕ те пулин çавăрттарса шухăшласа илетех пулĕ тетĕп.

...Пуласлăха каланă Ванга Раççей малашлăхне кăсăклă палăртса хăварнă - чĕркуççи çинчен тăрĕ çĕр-шывăмăр, çурăмпа çаврăннисем хăйсемех ун патне пырĕç, çутă, хĕвеллĕ кунсем кĕтеççĕ пире... Çапла пултăрччĕ. Мирлĕ пурнăçшăн, ачисене, мăнукĕсене пуласлăх парнелессишĕн пуç хунă салтаксен чунĕсем ĕмĕрлĕх канăç тупчăр. Паян пирĕн хушăра утса çÿрекен çĕнтерÿçĕсен куçĕсем вара хăйсене чунран хисепленине, сума сунине, мирлĕ пурнăç пилленĕшĕн тав тунине кура савăнăç куççулĕпе кăна шывланччăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.