Комментировать

28 Дек, 2017

Тус нумай пултăр тесен

Çак кунсенче Элĕк районĕнчи Вутлан шкулĕнчи 2-мĕш тата 3-мĕш класра вĕренекенсем Лидия Сарине çырнă «Наян мулкач» пьеса тăрăх шкул çумĕнчи «Колобок» ача садне çÿрекенсене спектакль лартса пачĕç. Алина Андреевăпа Ольга Владимирова вĕрентекенсем ачасене сцена çинче мĕнлерех пулмаллине, рольсене мĕнле вылямаллине тĕплĕн ăнлантарнă. Ачасем хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç. Тĕп сăнара — Мулкача — Таисия Сорокина ăста калăпларĕ. Анна Степанова — Çĕр çырли, Галина Андреева — Купăста, Валерия Алексеева — Кăткă, Дарья Иванова Шăрчăк сăнарĕсенче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Ача садне çÿрекенсем тăвăллăн алă çупрĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.