Комментировать

8 Мая, 2014

Кÿршĕсем те ăмсанаççĕ

Хапхаран темиçе хут тухса пăхрăм - юратнă мăшăр ĕçрен килни курăнмасть. Телефон тытмасть-ха вăл. Кампа тата ăçта мĕн шыраса çÿрени паллă мар. Юлташĕсемпе çырма хĕрринче лараççĕ ахăр. Çур литр эрех илнĕ ĕнтĕ. Унсăр мĕнле? Вĕсем анчах ывăнаççĕ вĕт. Кун пек чухне йĕтĕр хатĕрлесе хумалла-и-ха? Ăса вĕрентме... Анчах вăрçă-харçă ырри патне илсе çитермест. Тен, урăхла майпа алла илме пулĕ ăна? Чим, тахçан малтан ачасем итлемесен васкамасăр 10 таран шутлаттăм. Лăпланмашкăн нумай вăхăт та кирлĕ мар иккен.

Çырмаран хăпараканни манăн упăшка мар-и? Ай-уй, сулăна-сулăна каять. Вараланса пĕтнĕ. Карттусне çухатнă. Аллинчи сумкине сĕтĕрсе пырать. "Пĕрре, иккĕ, виççĕ..." - ăшра шутласа ăна хирĕç утрăм. Кÿршĕсем карта урлă пăхаççĕ, арăмĕпе упăшки вăрçăнма пуçласса кĕтеççĕ. Çук вара, хальхинче тÿлевсĕр шоу кăтартмăп. Хамăн арçынна пилĕкĕнчен ыталаса киле çитертĕм. Çул тăршшĕпе ăна темиçе хут тĕксе ярас патнех çитрĕм. Пули-пулми сăмахлать те. Юрать-ха хама алла илме пултартăм. Çитет кÿршĕсене хамăртан култарса. Тепĕр тесен, мĕншĕн сасă хăпартса калаçмалла пирĕн? Ачасене çитĕнтернĕ, çурт хăпартнă, çăмăл машина илнĕ. Укçа пур, выльăх, чăх-чĕп тытатпăр.

Мăшăрăм апатланмасăрах выртса çывăрчĕ. "Лайăхах çав вăл манăн. Ав пĕчченех мĕнешкел мунча çĕклерĕ. Хальхи йышши кăмака турĕ - унашкалли ялĕпе те çук", - картишĕнче утнă май кăмăлăма çавăрма тăрăшатăп.

Çĕрле тăрса ан çÿретĕр тесе ун кравачĕ патне пĕр курка шыв лартса патăм. Манăн упăшка урăх кама кирлĕ-ши?

Тепрехинче кил хуçи каллех ÿсĕр килчĕ. Тем килĕшмерĕ ăна - эпĕ пÿртре кĕштĕртетнĕ вăхăтра машинăна тапратса тухса тарчĕ. Тусан вĕçнине çеç курса юлтăм. Йĕрке хуралçисем тытса чарасран та хăрамасть мăнтарăн. Урам хушшинчи çул та тансĕр-тĕнсĕр. Хăйне те, çĕнĕ машинăна та шел. Хăваласа çитсен-и? Вăй çитерсен-и?.. Унта пулсан та хĕрарăмсăр вĕçне-хĕрне тупма çук. Паллах, ун хыççăн тухса утма лекрĕ. Инçех каймĕ-ха. Ял хĕрринчи лавкка умĕнче чарăннă пулинех. Ĕçлеме ÿркенекенсем çавăнта кунĕн-çĕрĕн хурал тăраççĕ - укçаллисене эрех илсе памасăр ирттермеççĕ. Манăн упăшка хытă çын мар, хайхисене енчĕкне те кăларса тыттарма пултарать. Шухăшланă пекех лавкка патĕнче хăваласа çитрĕм ăна. Шăпах укçа шыраса тăратчĕ. Нухратне те шăлавар, те кĕпе кĕсйине чикнĕ ĕнтĕ? "Пĕрре, иккĕ, виççĕ..." - йăпшăнса пытăм ун патне. Кăшкăрса тăкас вырăнне куçĕнчен пăхса йăл култăм. Карма çăварсем ĕç-пуç мĕнлерех аталаннине сăнама пуçларĕç. Эпĕ вĕсене нумай кĕттермерĕм - упăшкана мăйĕнчен ыталаса хыттăн чуп туса илтĕм. "Атя, чунăм, киле", - терĕм аллинчен тытса. Итлерĕ мана. Машинăпа чăш! кăна хапха умне çитсе лартăмăр.

Упăшка телефон тытмасăр тарăхтарать. Çак тĕнчере унăн манран тата ачисенчен хаклăрах çын пур-и? Апла тăк кирлĕ те мар вăл ăна. Усăсăр япалана мĕн тума йăтса çÿрет тульккăш? Мăшăрăн карас телефонне чул çине персе çĕмĕрме шухăш тытрăм. Алла çÿлелле çĕклесе сулса янăччĕ çеç - ĕçе вĕçне çитерме тем чарчĕ. "Пĕрре, иккĕ, виççĕ..." - шалти сасă пĕр вĕçĕм шутлани каллех тăна кĕме пулăшрĕ. Мĕн хăтланатăп-ха эпĕ? Кайран пур пĕрех çĕнĕ телефон илмелле пулать-çке. Укçана мĕншĕн çилпе вĕçтерес? Ун вырăнне пахчана хитре чечек илсе лартас. Ав кÿршĕсенех темĕн тĕрли те пур - пăхса ытармалла мар.

Упăшкана тахçантанпах сивĕ сăмах каласа кÿрентермен. Чун çунтармăш куç умĕнчех улшăнчĕ: ĕçрен вăхăтра таврăнакан пулчĕ, сăлтавсăр ĕçмест, килти хуçалăха тытса пыма пулăшать. Халĕ иксĕмĕр чуп-чуп уйăхĕнчи пек пурăнатпăр. Карта урлă сăнакан кÿршĕсем те пире ăмсанаççĕ. Çемье пурнăçне хамăрăнах йĕркелесе пымалла. Эх, эп - телейлĕ хĕрарăм!

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.