Комментировать

26 Дек, 2017

Ют çĕршыв çамрăкĕсен куçĕпе

«Чăваш Ен – ют çĕршыв студенчĕсен куçĕпе» ятпа пирĕн республикăра фотоконкурс иртнĕ. Ăна ЧР Вĕрентÿ министерствипе Çамрăксен пуçарулăхĕн центрĕ йĕркеленĕ.

Министерствăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — конкурса Шупашкарти тата Сĕнтĕрвăрринчи 4 аслă шкулта пĕлÿ илекен çамрăксем 123 ĕç тăратнă. Жюри членĕсем сăн ÿкерчĕксен пахалăхĕ тата пĕлтерĕшĕ енчен аван пулнине палăртнă, çулталăкăн тĕрлĕ тапхăрне çутатакан сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ чи лайăххи пулнине пĕлтернĕ. Унăн авторĕ — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Сарем Захер.

Иккĕмĕш парнене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Батыр Гурбанов тивĕçнĕ. Ют çĕршыв каччи «Шупашкар — чи илемлĕ хула» ярăм хатĕрленĕ. Виççĕмĕш вырăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУри Руслан Каримбергенов /«Çĕнĕ çулхи кăмăл» ĕçшĕн/ тухнă. «Контактра» соцсетьпе усă куракансем те хăйсем килĕштернĕ сăн ÿкерчĕке суйланă. Унта Атăлçи патшалăх технологи университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕнче вĕренекен Алексей Махмудовăн ĕçĕ чи нумай сасă пухнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.