Чуна çывăх юрăсен хуçи
Чăваш халăх поэчĕ, ЧАССР тата РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Давыдов-Анатри çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Пирĕншĕн Василий Иванович илемлĕ юрăсен сăмахĕсен авторĕ пек те хаклă. Вăл çырнă йĕркесем чăнласах чăваш чунне çывăх, пурнăçран илнĕскерсем: «Чĕвĕл чĕкеçсем, çепĕç шăпчăксем савăнса юрлаç янкăр ирхине. Хастар каччăсем, çамрăк пикесем васкаса утаç тулă пуссине…»
Паян республикăри вулавăшсенче, шкулсенче, музейсенче Василий Давыдов-Анатрине пуç тайса мероприятисем иртĕç. Тĕрĕссипе, вĕсем иртнĕ эрнерех пуçланнă-ха. ЧР хальхи вăхăтри историн патшалăх архивĕнче виртуаллă куравăн презентацийĕ иртнĕ.
ăтлава поэтăн çывăх çыннисем — ывăлĕ Геннадий Давыдов, тăванĕ Елизавета Осипова — хутшăннă. Çыравçăсем те пулнă. Чăваш халăх поэчĕсем Юрий Сементер, Валери Туркай, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи, Юлия Силэм, Хветĕр Агивер прозаиксем, ыттисем ĕçтешне ăшшăн аса илнĕ.