“Арăм вилнĕренпе юрату çинчен пĕр сăвă та çырăнмарĕ”
Маншăн атте - арçын идеалĕ, пурнăç тĕшшине тупма вĕрентекен, ăс-тăна аталантаракан, чунăма чи çывăх çыннăм. Чылай ыйтăвăн тĕрĕс хуравне тупма пулăшать вăл. Унпа сехечĕ-сехечĕпе калаçма е кунĕ-кунĕпех пĕр сасă кăлармасăр шăппăн ларма пулать. Вăл çумра чухне нихăçан та тунсăхлă мар. Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче аттем тăвансене пухса хăйĕн 99 çулне уявларĕ. Эпĕ унпа, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте пурăнакан Василий Яковлев-Велвокай сăвăçпа, иртнĕ самантсен чаршавне сирес терĕм. Малалла вулас...