Комментировать

22 Дек, 2017

Кану кунĕнче те йышăнаççĕ

Республикăри онкологин клиника диспансерĕ пĕлтернĕ тăрăх, сиплев учрежденийĕн поликлиники Çĕнĕ çул уявĕн тата канăвĕн кунĕсенче те ĕçлет.

Тухтăрсем пациентсене кăçалхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче, 2018 çулхи кăрлачăн 2-6-мĕшĕсенче шăматкунхи ĕç графикĕпе 8-13 сехетсенче йышăнаççĕ.

2017 çулхи раштав уйăхĕн — 31, 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1 тата 7-8-мĕшĕсем — кану кунĕсем.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.