Комментировать

21 Дек, 2017

Ырă ĕç нумайрах тăвасчĕ

Умра Çĕнĕ çул. Вăл вара кашнинех çĕнĕ ĕмĕтсемпе кĕтсе илĕ. Шкул ачисем 2018 çула мĕнле тĕллевсем палăртнă-ши?

Кира БОРИСОВА, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул, 8-мĕш класс:

— Эпĕ çыхма, тĕрлеме пĕлетĕп. Районти тĕп библиотекăна «Единство» клуба çÿретĕп. Унта эпир пĕчĕккисем валли тĕрлĕ сценка лартатпăр. Çитес çулта вара сцена çине тухма ĕмĕтленетĕп. Тата шкулта кăçалхинчен лайăхрах вĕренесчĕ. Вĕренÿре çитĕнÿсем тума тăрăшатăп.

Вероника НИКОЛАЕВА, Муркаш районĕ, Чуманкасси вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс:

— Манăн пĕрремĕш тĕллев — вĕренÿ çулне «5» паллăсемпе пĕтересси. Тата çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин çитес çула Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе палăртнă май ырă ĕç нумайрах тума тăрăшăп. Эпĕ шкулти волонтерсен отрядĕнче тăратăп, çавăнпа ыттисене пулăшасси манăн тивĕç тесе шухăшлатăп.

Роман ЛАРШНИКОВ, Шупашкарти 41-мĕш шкул, 7-мĕш класс:

— Эпĕ пĕчĕкренех çар çынни пулма ĕмĕтленетĕп. Çавăнпа тĕрлĕ секцине çÿресе кĕлеткене пиçĕхтеретĕп. Мана ытларах самбо çывăх. Кĕрешÿсенче çитĕнÿ ытларах тума ĕмĕтленетĕп. Халĕ тата чуна воркаут тыткăнларĕ. Спортăн çак тĕсĕ урамри спорт лапамĕсенче турникре тĕрлĕ хускану тунипе çыхăннă. Ку физкультурăн пĕр пайĕ. Çак киленĕçсем мана вĕренÿре кансĕрлемеççĕ, пачах тепĕр май — хавхалантараççĕ. Çавăнпа манăн вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçлеме чунра ырă ĕмĕтсем тапса тăраççĕ.

Яна ПЕРОВА, Шупашкарти 17-мĕш шкул, 10-мĕш класс:

— Патшалăх экзаменĕсене хатĕрленме тытăнасшăн. Çавăнпа уйрăм предметсемпе репетиторпа вĕренме палăртрăм. Унсăр пуçне атте-аннене ырă ĕçпе савăнтарасшăн. Халлĕхе вăл вăрттăнлăх.

Анастасия КАРЛИНОВА, Патăрьел районĕнчи Çĕньял шкулĕ, 3 класс:

— Эпĕ сцена çинче сăвă калама кăмăллатăп. Тĕрлĕ конкурса та хутшăнатăп. Килес çул манăн пĕр-пĕр конкурсра çĕнтерÿçĕ пулас килет. Кĕнеке нумай вуласа тавра курăма аталантарасчĕ. Анне пек тутлă апат янтăлама вĕренесшĕн.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.