Комментировать

19 Дек, 2017

Проектсем сиенлĕ йăларан хăтарĕç

Раштавăн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине профессиллĕ пĕлÿ паракан учрежденисен ĕçченĕсем пухăнчĕç. Çавра сĕтелте вĕренекенсем наркотикпа психотроплă хутăшсенчен хăтарассипе çыхăннă проектсене сÿтсе яврĕç.

Кашни вĕренÿ учрежденийĕнче пилот проекчĕ пурнăçланать. Вĕсене 2018 çулăн çĕртме уйăхĕнче пĕтĕмлетĕç. Акă Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕн воспитанипе социаллă ĕç уйрăмĕн ертÿçи Марина Лежнина вĕренÿ организацинче ирттерекен вăйăсемпе паллаштарчĕ. Тавра пĕлĕве ÿстерекен «Телейлĕ самант» вăййа ушкăнпа хутшăнаççĕ. «Çамрăксем пĕр-пĕринпе калаçчăр, тĕрлĕ темăна сÿтсе явччăр, — терĕ Марина Николаевна. — Ачасем çĕнĕ йышши гаджетсене алăран ямаççĕ. Чĕрĕ калаçу çитмест». Вĕренекенсен мониторингĕ хăрушлăх ушкăнĕнчисене палăртма пулăшать. Вĕсемпе тимлĕ ĕçлеççĕ. Техникумра Студентсен çуркуннине йĕркелесшĕн. Пурте юрласа ташлайманни паллă. Анчах концерта хатĕрленмешкĕн пăта çапма пултараканни те, хитре ÿкерекенни те кирлĕ. Пухăннисем «Студентсен çуркунни» ятпа усă курма юраманнине аса илтерчĕç. Ăна патентланă иккен. Професси пĕлĕвне илекенсем валли «Çамрăксен территорийĕ» пултарулăх фестивалĕ пур. Апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче пултарулăх ăмăртăвĕсен пĕлтерĕшне ÿстереççĕ пулсан Шупашкарти машиностроени техникумĕнче право пĕлĕвне анлăлатаççĕ. Социаллă педагогика ĕçĕпе тимлекен директор заместитетелĕ Татьяна Крылова кăткăс лару-тăрура кашни тăваттăмĕш вĕренекен саккун йĕркине пăсма пултарасса палăртрĕ. Çавăнпах техникумра мероприятисен комплексне ирттерме йышăннă. Пурте пĕр-пĕринпе çыхăнса тăраççĕ, вĕрекенсен право пĕлĕвне ÿстереççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн наркотиксемпе кĕрешекен аппарат ертÿçи Алексей Метелкин çавра сĕтел ĕçне пĕтĕмлетрĕ. «Эпĕ çĕннине чылай пĕлтĕм. Проектсем тухăçлă пуласса кĕтетĕп», - терĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсен спецификине кура кашнин хăйĕн проекчĕ. Уйăхран вĕсем мĕнле пурнăçланнине тĕрĕслĕç.

Рубрика: