Комментировать

15 Дек, 2017

Вырăс драма театрĕ 95 çул тултарнă

Халăх юратаканскер. Чăнах та çапла, тĕп хулари Вырăс драма театрне çÿрекенсен шучĕ çулленех ÿссе пырать. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчен пилĕк çул çеç кĕçĕнскер çак тапхăрта куракан асĕнче юлакан вун-вун спектакль кăтартнă. Чăваш Енри Вырăс театрĕ хăйĕн кун-çулне А.Н. Островскин «Василиса Мелентьева» пьесипе лартнă спектакльпе çырма пуçланă. Тĕп рольсене Иван Слободский /театрăн пĕрремĕш режиссерĕ/ тата Елена Юровская вылянă.

Паян та унта пултаруллă актерсемпе режиссерсем ĕçлеççĕ. Хăйсен спектаклĕсемпе хула, республика çыннисене çеç мар, çĕршывăн чылай регионĕнчи куракансене тĕлĕнтереççĕ. Театр юлашки çулсенче Ногинск, Киров, Йошкар-Ола, Саранск, Самар хулисенче гастрольте пулнă, фестивальсене хутшăннă.

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче вара кунта паллă пулăма халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. «Этем чунĕн тухтăрĕсене» ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, комитет председателĕ Александр Федотов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев саламланă. Александр Иванович Оксана Ананьева актрисăна ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе чысланă.

Константин Геннадиевич Александр Тырлов артиста «ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ят панине ĕнентерекен документ панă. Уяв каçĕнче çавăн пекех Раççей Правительствин Председателĕн Дмитрий Медведевăн, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн, Раççей Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕн Александр Калягинăн саламĕсене вуласа панă.

СĂМАХ МАЙ

Театр искусствине аталантарас ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн указĕпе 1982 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче Вырăс патшалăх драма театрне «Хисеп Палли» орденпа наградăланă.

Рубрика: 
Теги: