Комментировать

17 Дек, 2017

Чăвашсем хутшăннă Мускаври курав хупăннă

Паян Мускаври «Экспоцентр» курав комплексĕнче Раççейри халăх промыслисен «Ладья. Хĕллехи юмах — 2017» курав-ярмăркки вĕçленнĕ. Унта çĕршыври 45 регион, çак шутра Чăваш Ен те, хутшăннă.

Курава пырса куракансем Чăваш Республикинчи «Паха тĕрĕ» фирмăн, Чăваш Енри ал ăстисен гильдийĕн, «Экскурсисен тĕнчи» компанин ĕçĕсемпе паллашнă.

Ярмăрккăна пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа илем кÿнĕ. Сцена çине Комсомольски районĕнчи «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ те тухнă. Фестиваль вăхăтĕнче тĕрлĕ конкурс, «çавра сĕтел», конференципе семинар иртне, çĕршыври паллă ăл ĕç маçтăрĕсем ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 
Автор: