Комментировать

15 Дек, 2017

Куян тытма каяр-и?

Республикăра чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче сунар объекчĕ шутланакан чĕрнеллĕ чĕр чунсене тытмалли тапхăр пуçланчĕ.

— Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Етĕрне, Тăвай районĕсенчи угодисенче сунар йĕркелĕç. Республика Пуçлăхĕн Указĕпекилĕшÿллĕн 20 пăшие какая яма ирĕк панă, — пĕлтерчĕ редакцие ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин пай ертÿçи Николай Косулин. — Çулталăк каяллахи сунар тапхăрĕнче сахалрахчĕ — 14 çеçчĕ. Мĕншĕн тесен 2016 çулхи хĕлле — 1035, 2017 çулхинче 1238 пăши шута илнĕ. Çавăнпа хальхинче нумайрах тытма ирĕк панă. Пăшисене «капкăна çаклатмалли» тапхăр раштавăн 31-мĕшĕччен пырать.

Хир сыснисене аша мĕн чухлĕ уйăрассине угодисен хуçисем татса параççĕ. Çулталăк тултарманнисене кăрлачăн 1-31-мĕшĕсенче «серепене çаклатма» пултараççĕ.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен угодисенче мулкача хуптĕрлеççĕ. Кăрлачăн 10-мĕшĕччен — кирек хăш тĕсне те.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.