Комментировать

14 Дек, 2017

Космоса вĕçĕ-ши?

Ача чухне кам тĕнче уçлăхне вĕçме ĕмĕтленмест-ши? Анчах çакна кашниех пурнăçлаймасть. Космоса вĕçесси шÿт мар вĕт! Çапах та çирĕп тĕрĕслев витĕр тухакансем пур. Телейлисен йышне кăçал И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕ Александр Аксаков та кĕнĕ. Мĕнле майпа? Вăл Пĕтĕм Раççейри «Кун йышшисене космонавта илеççĕ» акцин финалĕнче çĕнтернĕ.

Çак физкультура конкурсĕ кăçал çуркуннех пуçланнă. Тĕрлĕ тапхăрсене чылай студент хутшăннă, ытларахăшĕ финала тухайман. Пулас космонавтсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ. 30 çамрăка çеç, вăл йышра — ЧППУ студенчĕсем Александр Аксаковпа Анастасия Смелова та — суйланнă. Вĕсем — студентсен «Патриот» спорт клубĕн хастарĕсем. Александр çĕнтерÿ çăмăл килменнине палăртнă. «Кăçал çуркунне акцин пĕрремĕш тапхăрĕнче мала тухнăччĕ эпĕ. Ку хутĕнче вара Мускавра çĕршыв çамрăкĕсемпе тупăшрăм, спорт тата психологи енĕпе тĕрĕслев витĕр тухрăм. Космонавтика пирки мĕн пĕлнине те хакларĕç. Финалта çĕнтерессе шанманччĕ, малти вырăнсенчен пĕрне йышăнасси пирки çеç шухăшланăччĕ. Конкурссемсĕр пуçне эпир тĕп хулари илемлĕ вырăнсемпе те паллашрăмăр. Уйрăмах Çăлтăрсен хулинчи экскурси кăмăла кайрĕ: хăй вăхăтĕнче Юрий Гагарин космонавт вĕçеве хатĕрленнĕ çĕрте утса çÿренине те ĕненес килмерĕ. Унта космонавтсен хатĕрленĕвне хам куçпа куртăм, ВДНХри космонавтика музейне те çитрĕмĕр», — каласа кăтартрĕ Александр.

Халĕ вăл Ю.А.Гагарин ячĕллĕ космонавтсене хатĕрлекен центрта тĕрĕслев витĕр тухать. Ăна ăнăçлă вĕçлесен Саша космоса вĕçме пултарĕ!

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.