Çĕнĕ çул хаçачĕ
Эпĕ Патăрьел районĕнчи Çĕньялти вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренетĕп. Нумаях пулмасть эпир Амăшĕн кунне паллă турăмăр. Концерт лартрăмăр. Эпĕ юратнă анне пирки сăвă каларăм. Халь ачасен юратнă уявĕ — Çĕнĕ çул — çывхарать. Кашни шкултах, паллах, уява хĕрсе хатĕрленеççĕ.
Шкулта пире стена хаçачĕсем кăларма хушрĕç. Кашни класс пĕрер хатĕрлет. Пирĕн класра икĕ ача çеç: эпĕ тата Василий Шалтынов. Иксĕмĕр те Çĕньял шкулне Анат Тăрмăш ялĕнчен çÿретпĕр. Ача сахал пулнăран пирĕн ытти класпа танлаштарсан виçĕ хут хăвăртрах ĕçлемелле. Хаçата пуринчен те чаплăрах тăвас килет. Кашни кунах çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Пирĕн пулас хаçат кунран-кун илемленет. Эпир унта сăвăсем çыратпăр, тĕрлĕ ÿкерчĕк ÿкерсе сăрлатпăр. Класс ертÿçи Ирина Макарова пире пулăшать. Эпир ăна хисеплетпĕр. Раштавăн 29-мĕшне палăртнă Çĕнĕ çул уявне чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, эпир чуна парса хатĕрленĕ хаçат малти вырăна тухасса шанатпăр.