ХĂШĔ ПУЛĂХЛĂРАХ, ПАХАРАХ
/Вĕçĕ, пуçламăшĕ иртнĕ номерте/
Тăмлă тăпра - ÿсен-тăрана çитĕнме кирлĕ минерал япалисемпе чухăн мар. Анчах унăн пысăк çитменлĕх пур, çумăр хыççăн ăна ĕçлесе хатĕрлеме йывăр, вăл кĕреçе е кĕрепле çумне вăйлă çыпăçать, хытă пирченет тата шÿсе каять. Çак тăпра вăрах типет, час ăшăнмасть. Ăна халăхра йывăр та сивĕ тăпра тесе хаклаççĕ.
Çанталăк типпе кайсан, унăн сийĕ хытсан, ÿсен-тăран тымарĕ патне сывлăш япăх пырса тăрать. Çакнашкал тăпраллă çĕр çинче лайăх тухăç илес тетĕр пулсан, унта тислĕк, типĕтнĕ торф, торф тăпри, компост хывса çемçетмелле. Кунсăр пуçне хăйăр, извеç, йывăç кĕлĕ тăкаççĕ. Манса ан кайăр, тислĕке тăпрана тарăн хывма юрамасть, мĕншĕн тесен, ун пек чухне вăл питĕ вăрах вăхăт çĕрет /сывлăш çитменрен/. Тăмлă, йывăр тăпра йÿçеклĕхпе палăрать. Кăшкар ути, чăрăш тăрри йышлă çитĕнет пулсан, пĕлсех тăрăр - ку çĕре лайăх "апатлантарма" вăхăт. Кали им-çамĕ те питĕ вырăнлă, ăна кĕркунне хывса хăвармалла.
Тăмлăрах тăпра нÿре лайăх упрать, вăл та тутлăхлă япаласемпе пуян. Унта пиçсен, йыт пырши, шурут, клевер лайăх ÿсеççĕ. Çакнашкал тăпра хăвăртрах типет, çуркунне çитсен лайăх ăшăнать, ир пулакан пахча çимĕç туса илме юрăхлă. Унăн пулăхне ÿстерес тесен тислĕк тăкса хăварсан паха. Манса ан кайăр, типĕ çанталăкра кунашкал тăпра шыв нумай "ыйтать". Кĕл - калипе пуян, ăна кĕркунне хывса хăварсан лайăхрах теççĕ.
Нÿре лайăхрах упраса хăвараканни - хăйăрлăрах тăпра. Вăл та тутлăхлă япаласем тĕлĕшпе пуян. Вăл çĕр улми, кишĕр туса илме юрăхлă. Анчах чи малтан çак çĕр лаптăкне тăмлăрах тăпра, торф, çерем тăпри тăкса пахалатмалла. Унсăрăн пысăк тухăç кĕтсе ларни кăлăхах.
Извеçе е унăн çăнăхне 5-7 çулта пĕрре хывсан çителĕклĕ. Ăна тислĕкпе пĕр вăхăтра мар, уйрăм тăкмалла - унсăрăн азот хутăшĕсен витĕмĕ çухалать. Пĕр тăваткал çĕр лаптăкĕ 300-400 грамм извеç "ыйтать". Кĕл вара пĕр тăваткал метр лаптăка 800 грамран пуçласа 1 килограмм таранах кирлĕ. Анчах кĕл азотпа пуян мар, çавăнпа та унпа тислĕк тăкнă вăхăтра усă курсан питĕ вырăнлă.