Юристсем диктант «çырчĕç»
Паян Чăваш Енре «Пĕтĕм Раççейри право /юридици/ диктанчĕ» акци иртрĕ. Шупашкарта пурăнакансем тĕрĕслев ĕçне çырма Чăваш патшалăх университетне пухăнчĕç.
Акцие хутшăнакансене ЧР юстици министрĕ Наталья Тимофеева, ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, Раççейри юристсен ассоциацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Михаил Кузьмин, Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн представителĕ Элеонора Васильева, Прокуратура ĕçченĕ Алексей Якушевич ăнăçу сунчĕç. «Хальхи вăхăтра право никĕсĕсене пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Саккунсене лайăх пĕлекен кăна хăйĕн прависене хÿтĕлеме пултарать», — терĕ министр.
Раççейри юристсен ассоциацийĕпе Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕ пуçарнипе иртнĕ мероприятире хăйсен пĕлĕвне 14 çултан аслăрах шкул ачисемпе студентсем, вĕрентекенсем, патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем, юристсемпе адвокатсем тĕрĕслерĕç. «Ку акци çынсен право пĕлĕвĕн шайне тĕрĕслеме май парать. Диктант пирĕн университетăн икĕ лапамĕнче иртрĕ. Тĕп корпусăн ресурс центрне 150 яхăн çын килчĕ», — пĕлтерчĕ юридици факультечĕн деканĕ Елена Иванова.
Айгель Сулейманова, ЧПУ студенчĕ:
— Пирĕншĕн, пулас юристсемшĕн, электронлă мелпе иртнĕ диктант йывăр пулмарĕ. Ыйтусем çăмăл, 5-6-шĕ кăна иккĕлентерчĕ. Тĕрлĕ енлĕ ыйтусем пулчĕç. Эпĕ тĕрĕслев ĕçне хăвăртах пурнăçларăм.
Екатерина Виноградова, ЧР патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ĕçченĕ:
— Тест ыйтăвĕсем юридици пĕлĕвне илнĕ çыншăн йывăрах мар. Ыттисен вара пуç ватма тиветех. Кăткăс ыйту нумай. Конституципе çыхăннисем те çителĕклех. Ку акци хыççăн пĕлтерĕшлĕ документсене тепĕр хут пăхса тухма шухăшлатăп.