Комментировать

8 Дек, 2017

Пурте - диктант çырма!

Раштавăн 9-мĕшĕнче çĕршывра пуçласа Пĕтĕм Раççейри право юридици диктанчĕ пулать, ăна харăсах мĕн пур регионта ирттереççĕ. Мускав вăхăчĕпе 10 сехетре пуçланать.

Диктанта халăхăн право пĕлĕвĕн шайне тĕрĕслес тĕллевпе йĕркелеççĕ, унта 14 çултан аслăрах кашни çын хутшăнма пултарать. Право никĕсĕсене пĕлнине тĕрĕслеме кăна мар, çĕршыври паллă юристсемпе курнăçма та май пулĕ.

Диктант ыйтăвĕсем Конституципе, административлă яваплăхпа, ĕçлев, çемье прависемпе, административлă, гражданла правăпа çыхăннă. Диктанта on-line режимпа электронлă тестировани мелĕпе ирттереççĕ. Ыйтусене хуравламалли вăхăт — пĕр сехет.

Мероприяти йĕркелÿçисем — Раççейри юристсен ассоциацийĕ тата Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕ. Чăваш Енре тĕрĕслев ĕçне пурнăçлама аслă шкулсен /И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Шупашкарти коопераци институчĕ/ тата республикăри шкулсен никĕсĕ çинче 40 площадка палăртнă.

Унсăр пуçне Чăваш Республики — хевтесĕр çынсене çак мероприятие хутшăнма майсем туса панă регионсенчен пĕри. Вĕсем диктанта ЧР Наци библиотекинче /хушма çурт, электрон вулав залĕ, 212 пÿлĕм, 2-мĕш хут/ çырма пултарĕç.

Кăмăл пуррисене пурне те диктанта хутшăнма, хăйсен право пĕлĕвне тĕрĕслеме чĕнеççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.