Комментировать

28 Ноя, 2017

Амак сарăлать

Республикăра ВИЧ-инфекциллĕ 1931 çын пурăнать

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн тата ПНО ассамблейин йышăнăвĕпе 1988 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче çулленех Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. Чăваш Республикинче ăна 1993 çултанпа палăртаççĕ. Этем кун-çулне кĕскетекен амакран хăтăлмалли майсемпе паянхи кăларăмра Республикăри СПИДа тата ерекен чир-чĕре профилактикăлакан тата вĕсемпе кĕрешекен центр уйрăмĕн заведующийĕ Ирина КОЧЕРОВА паллаштарать.

— Ирина Владимировна, СПИДпа кĕрешмелли кунăн тĕллевĕ мĕнпе çыхăннă?

— Унăн тĕллевĕ: ВИЧа сарăлма парас марри, унпа чирленĕ çынна хĕсĕрлессине сиресси, СПИДа пула пурнăçран уйрăлакансен йышне чакарасси тата унăн серепине лекнисене пулăшасси. Çакна пурнăçа кĕртмешкĕн ВИЧ-инфекцие профилактикăламалли информацие пурин те кар тăрса салатмалла, çĕршывсен пĕрлĕхĕн вăйне çирĕплетмелле тата унпа чирлекенсене йывăрлăха парăнтармашкăн хавхалантармалла.

ВИЧ-инфекци — çыннăн иммунлă дефицичĕн вирусне пула аталанакан вăраха кайнă ерекен чир. Вăл иммун тытăмне хавшатать тата майĕпен аркатса СПИД синдромне куçать. Çавна пула ытти амак, иккĕмĕшле усал шыçă амаланать. Унăн диагнозне эпидемиологи, клиника тата лаборатори кăтартăвĕсем тăрăх палăртаççĕ. ВИЧ организмри тĕрлĕ шĕвекре пухăнать пулин те юнри, ар вăрлăхĕнчи тата кăкăр сĕтĕнчи хисепĕ чире сармашкăн çителĕклех. Амак ВИЧ-инфекци аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕпе нушаланакан çынран сыввине ар çыхăнăвĕ, юн урлă, амăшĕнчен пепкине варта аталаннă тапхăрта, çуратнă тата кăкăр ĕмĕртнĕ чухне куçать.

— Пирĕн республикăра çак чир сарăлнин тĕп сăлтавĕ хăшĕ?

— Хÿтлĕхсĕр ар çыхăнăвне пула амак ертнисен хисепĕ Чăваш хутлăхĕнче 57,9 процентпа танлашать. Темиçе çынпа савăшнипе ăна «çаклатакан» та сахал мар.

Юн урлă чир ертнисем наркотиксемпе иртĕхекенсен хушшинче йышлă, сăлтавĕ — стерилизацилемен шприцпа, йĕппе укол туни, инфекцин ытти оборудованийĕпе е хатĕрĕпе усă курни. Стерилизацилемен инструментсемпе татуировка тунă тата косметика, маникюрпа педикюр процедурисене ирттернĕ чухне те унăн вирусĕ лекме пултарать.

Амак амăшĕнчен ачине куçассине сирмешкĕн çире пур тапхăрта тата çуратнă чухне антиретровируслă препаратсем ĕçни тата пепкене хими профилактики туни, кăкăр ĕмĕртменни инфекци лекес теветкеллĕхе 1-3 процента çити чакарать.

ВИЧ алă тытнипе, чуп тунипе, ÿсĕрнипе е сунасланипе, пĕрлехи савăт-сапапа усă курнипе сывă çынна куçмасть, туалетра е ваннăйра, бассейнра, транспортра, шăна-пăван сăхнипе ермест.

— ВИЧ-инфекцирен мĕнле хăтăлмалла?

— Хальхи вăхăтра вăл сипленми чир шутланать. Антиретровируслă препаратсем унăн вирусĕпе кĕрешсен те вĕсене тĕп тăваймаççĕ. Паянхи медицина СПИД аталанăвне вăхăтлăха кăна сирме пултарать: çапла тумашкăн пациентăн хаклă йышши эмелсене тăтăшах ĕçме тивет. Пуçаруллă пурнăç йĕркине тытса пыма тата ĕçлес пултарулăха сыхласа хăварма май паракан сиплев — тÿлевсĕр тата яланлăх.

— Апла тăк инкеке сирме пултарнинчен лайăхрах мел урăх çук та…

— Паллах. ВИЧпа кĕрешмешкĕн профилактика прививкисем тума, эмел препарачĕсемпе организмри вируса пĕтерме май килмен чухне профилактика уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кашни çыннăн сывлăха упрассишĕн хăйĕн тăрăшмаллине ăса хывмалла.

ВИЧ-инфекци çинчен пĕлни лару-тăрăва тĕрĕс хаклама, теветкеллĕ хутшăнусенчен пăрăнма хистет. Унсăр пуçне сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, тухтăр патне вăхăтра çÿремелле тата ВИЧ тĕлĕшпе юна тĕрĕслеттермелле.

Асра тытăр: наркотиксемпе, психотроплă япаласемпе иртĕхни, ар çыхăнăвне тĕрлĕ çынпа кĕни — хăрушă инкек патне илсе пыракан теветкеллĕх.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 22 — раштав уйăхĕн 3-мĕшĕсенче пирĕн республикăра Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли куна халалласа вунă кунлăх ирттереççĕ. Çак тапхăрта Пĕтĕм Раççейри «ВИЧ/СПИД, чарăн» акци йĕркелеççĕ. Республикăра пурăнакансем унта хутшăнса ВИЧ-инфекцие профилактикăлассине пĕлнин шайне уçăмлатассипе çыхăннă анкета ыйтă­вĕсене ята палăртмасăр хуравлама пултараççĕ.

«ВИЧ/СПИД, чарăн» акци çынсене хăйсен ВИЧ-статусне пĕлмешкĕн хистет: юна тĕрĕслеттермешкĕн пурăнакан вырăнти поликлиникăсенче те, пирĕн центрта та май килет.

Валентина СМИРНОВА калаçнă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.