Комментировать

2 Дек, 2017

Хевтесĕр пулсан та халсăр мар...

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 84,9 пин е пĕтĕм халăхăн 7% инвалид шутланать, çав шутра 4537 ача, вăрçăн 960 инваличĕ.

Патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ — сусăрсене реабилитацилесси тата обществăна интеграцилесси. Реабилитаци мероприятийĕсене харпăр хăй программисемпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Медицинăпа социаллă экспертиза учрежденийĕсем пурĕ 18,5 пин программа хатĕрленĕ. Сусăрсене ĕçлевпе тата социаллă пулăшупа тивĕçтермешкĕн кăçал 386,0 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Пенси, уйăхри тÿлев, ытти пулăшу

Федераци саккунĕпе ки¬лĕшÿллĕн инвалидсем пенси илеççĕ /кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне унăн уйăхри вăтам виçи республикăра 7231,98 тенкĕпе танлашнă, Раççейре — 8176,85/. Унсăр пуçне вĕсене уйăхри укçа тÿлевĕпе 5054,11 тенкĕрен /вăрçă инваличĕсене/ 2022,94 /2 ушкăн инваличĕсене/ таран тивĕçтереççĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн 50% саплаштараççĕ. Уйăхри тÿлевĕн пĕр пайне /116,04 – 1048,97 тенкине/ хăйсен ирĕкĕпе врач рецепчĕпе тÿлевсĕр эмел, санаторипе курорт путевки валли, хулаçум чукун çул транспорчĕпе тата хуласен хушшинчи транспортпа сиплев вырăнне кайса килмешкĕн хываççĕ. 2017 çулхи виçĕ кварталта 15,3 пин инвалид 189,5 миллион тенкĕлĕх тÿлевсĕр эмел илнĕ.

Социаллă пулăшăва 6,8 пин инвалид ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин учрежденийĕсенче талăкĕпех е кăнтăрлахи вăхăтра тата килте тивĕçет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.