Хĕрсем тупăшаççĕ… пур вăйран
Тĕнче кубокĕн пĕрремĕш кунĕ вĕçленчĕ. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе Япони, Китай, Монголи командисем турнирăн чи çÿллĕ картлашки çине çĕкленчĕç.
Иккĕмĕш раундра Раççей спортсменĕсем Япони командипе тупăшрĕç, анчах ку турнирта пирĕн хĕрсем хăнасене 5:3 шутпа выляса ячĕç. Чăваш Ен хĕрĕ Вероника Чумикова та тепĕр хут кавир çине тухрĕ, анчах вăл та Япони спортсменкине парăнтараймарĕ. Виççĕмĕш раундра пирĕн кĕрешÿçĕсем Швеци командипе тĕл пулчĕç. Ку тупăшу та 5:3 шутпа вĕçленчĕ. Унта Валерия Чепсаракова, Наталья Малышева, Мария Гурова, Анастасия Братчикова команда пухмачне лайăх очкопа пуянлатрĕç.
Паянах тĕнче кубокĕ пуçланнине халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Пăр керменне пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ кĕрешÿ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, Пĕтĕм тĕнчери пĕрлештернĕ кĕрешÿ федерацийĕн вице-президенчĕ Наталья Ярыгина, ЧР кĕрешÿ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Алексей Лапшин спорт уявĕпе саламларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç.
Игорь Герасимов, Шупашкарти каçхи шкулăн физкультура учителĕ:
— Эпир паян ушкăнпа килтĕмĕр. Шкул ачисем тĕнчери чи вăйлă та паллă спортсменсен тупăшăвĕсене кăсăклансах пăхрĕç. Ăмăртусем питĕ хĕрÿ иртрĕç. Раççей командишĕн уйрăмах пăшăрхантăмăр. Китайпа Япони кĕрешÿçисем яланхи пекех пысăк ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Эпĕ хам та çамрăк чухне кĕрешÿ спорчĕпе туслă пулнă, анчах тĕрлĕ сăлтава пула малалла каяймарăм. Тепĕр эрнере Пăр керменĕнче Раççей кубокĕ иртĕ. Эпир унта та килсе курасшăн.
Батар Унбеган, Монголи командин тренер пулăшуçи:
— Чăваш Енре эпир пĕрремĕш хут мар. Пирĕн хĕрсем çак чаплă керменте иртекен Раççей кубокне темиçе хут та хутшăннă. Шупашкартан пушă алăпа нихăçан та кайман. Тĕнче кубокĕ чăваш çĕрĕ çинче иртнипе те кăмăллă. Кунта спорт керменĕсем питĕ чаплă. Эпир Шупашкара ăмăрту пуçланичченех вĕçсе килтĕмĕр. Хулари паллă вырăнсене çитсе курма та ĕлкĕртĕмĕр.