Шупашкарта икĕ ача садне пĕрлештерĕç
Республикăн тĕп хулинче 6-мĕш номерлĕ «Малахит» ача садне 137-мĕш ача сачĕпе пĕрлештерĕç. Документа Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков алă пусса çирĕплетнĕ.
Хула администрацийĕн официаллă сайтĕнче çырнă йышăнура палăртнă тăрăх, икĕ ача садне пĕрлештерни - саккунпа килĕшÿллĕн пулса пыракан утăм. Муниципалитетăн организацийĕсемпе çыхăннă улшăнăва маларах ятарлă комиссире пăхса тухнă.