Комментировать

27 Ноя, 2017

Мĕн тери телей вăл — анне пурри

Хаклă вулаканăм! Редакци Чăваш республикинчи хĕрарăмсен союзĕпе пĕрле ирттернĕ сăн ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Чи кăсăклă, паянхи кун ку ăнлава «креативлă» тесе палăртаççĕ-ха, ĕçсене тишкернĕ хыççăн сумлă жюри Элĕк районĕнчи Шураçра пурăнакан Федоровсен çемйин сăн ÿкерчĕкне суйласа илчĕ. Хавхалантару парни пирки пĕлтернĕччĕ — путеке Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкешри Светлана Михайлова кил-йышĕ тивĕçрĕ.

Амăшĕн кунĕ умĕн парнесĕр хăварма юрать-и вара? Пурне те «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата çырăнса илнĕшĕн, конкурса хутшăннăшăн, хастарлăхшăн тав тăватпăр. Пурте пултаруллă та тăрăшуллă, çавăнпах жюрие çăмăл пулмарĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чăнкассинчи Г.Сивова хăйсем алă ăсти пулнине çирĕплетет. Канаш районĕнчи Чалкассинчи Т.Назарова чăваш хĕрарăмĕн мĕн ĕлĕкрен çирĕпленнĕ сăнарне калăплать — ку çемьери чиперккесем сăпайлă та ĕçчен пулни курăнать. Н.Алексеевăна /Канаш районĕ/ кил хуçалăхне аталантарма пĕчĕк хĕр пĕрчи пулăшать. О.Герасимовăн /Çĕнĕ Шупашкар/ вара кушакĕ те хаçатпа кăсăклансах паллашать. А.Зотов /Хĕрлĕ Чутай, Штанаш/ амăшĕпе пĕрле «Чăваш хĕрарăмĕнче» пичетленнĕ статьясене касса альбома вырнаçтарса пынипе асра юлчĕ. Л.Мартыновăна /Комсомольски районĕ, Хырай Ĕнел/ çемье ăшшине упрама ÿссе пыракан ывăлĕсем пулăшаççĕ. Г.Петрова /Вăрмар районĕ, Арапуç/ çемйи юрă-кĕвĕпе туслă. Шупашкар районĕнчи Курак Чурачăкри Мишкинсем — тĕлĕнмелле çемье: пирĕн хаçат йĕркелекен кирек хăш мероприятире те ăнăçать вĕсене. «Чăваш хĕрарăмĕ» ирттернĕ лотерейăра вĕсем хаçатра тÿлевсĕр салам тата сысна çури выляса илнĕччĕ. А.Расторгуева /Етĕрне районĕ, Мăн Явăш/ хаçата çут çанталăкра та алăран яманнине ĕнентерет. А.Никифорова /Шупашкар районĕ, Ишлей/ тавçăрулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Вăрмар районĕнчи Саруйри Е.Иванова иртсе каякан пуйăса ларса ĕлкĕрчĕ — конкурс вĕçлениччен шутлă вăхăтпа усă курса редакцие ачине çĕклесе чупса çитрĕ. Элĕк районĕнчи Шураçри Е.Алексеева пушă самантра амăшĕпе пĕрле тĕпелте хаçат вулама кăмăллать. А.Соколова /Элĕк сали/ амăшĕ хаçат вуланă майăн алă ĕçĕпе аппаланма юратать.

Н.Ланцева /Муркаш районĕ, Кĕртекасси/, С.Кулакова /Патăрьел районĕ, Ыхра Çырми/, В.Викторова /Шупашкар/, М.Степанова /Çĕрпÿ районĕ, Паваркасси/ çапла çирĕплетеççĕ: «Мĕн тери телей вăл — анне пурри!»

Конкурса хутшăннисене ПУРНЕ те çитес кĕçнерни кун, чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче, 14.00 сехетре Пичет çуртне йыхравлатпăр /Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, III хут, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ/.

«Чăваш хĕрарăмĕн» ытти вулаканне вара малашне те пирĕн хаçата çырăнса илме, конкурссене хутшăнма сĕнетпĕр — кун йышши мероприятисем татах та йĕркелĕпĕр. Пурне те ăнăçу сунатпăр.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.