Комментировать

24 Ноя, 2017

Карчăксем качча каяççĕ

Зоя Алимова — Шупашкарти Культура институчĕн студенчĕ. «Карчăксем качча каяççĕ» — унăн диплом ĕçĕ. Ку спектакле вăл пушкăрт драматургĕн Флорид Буляковăн çав ятлă халăх камичĕ тăрăх лартнă. Астăватăп- ха: хăй вăхăтĕнче ку хайлава мана çамрăксен театрĕ куçарттарчĕ. Алексей Васильев режиссер лартнăччĕ спектакле. Вăл ăнăçлă пулса тухнăран чылай çул сцена çинчен каймарĕ.

Халĕ ак Зоя Алимовăн хавхаланăвĕ витĕр пиçсе тухнă тепĕр театр кучченеçĕ. Спектакль кăçалхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртрĕ. Те маларах чĕнсе хунăран, кураканĕсем те йышлăччĕ ун чухне. Тÿрех каламалла: ăшшăн йышăнчĕç постановкăна пахалама пынисем Зоя Алимовăн ĕçне. Режиссерăн тертлĕ ĕçне ÿлĕм те пысăк ăнтăлупа, тирпейлĕ сăнарлăхпа кÿлĕнсе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ çулĕпе утасса шанса-кĕтсе ăнăçу сунчĕç ăна.

«Карчăксем качча каяççĕ» спектакле П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче кăтартрĕç. Пьеси те ку тăпăл-тăпăлскер. Унта сăнарĕсем улттăн анчах. Тĕп сăнарĕ, паллах, Абдулла /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев/. Пурăнан пурнăçĕнче пĕччен тăрса юлма тивнĕ çулланнă арçын вăл. Пьесăра вăл вырăнтан вырăна лашасене таканласа çÿрет. Халĕ те вăл колхозăн хупăнсах ларман пĕр приютне çĕр каçма пырса кĕрет. Ăна кунта пĕр çил-тăманлă каç колхоз председателĕ илсе килет. Председатель ролĕнче — Вениамин Васильев. Приючĕ хĕрарăмсен иккен. Тăватă хĕрарăм пурăнаççĕ кунта. Тăватă шăпа, тăватă сăнар. Малалла вулас... 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.