Комментировать

15 Ноя, 2017

«Пĕчĕк принц» чăвашла «калаçать»

Француз писателĕн Антуан де Сент-Экзюперин «Пĕчĕк принц» кĕнеки чăвашла «калаçма» тытăннă. Чăваш кĕнеке издательстви ăна 500 экземплярпа пичетлесе кăларнă.

Произведение француз чĕлхинчен чăвашла паллă критик, литературовед, филологи наукисен докторĕ Юрий Артемьев профессор куçарнă.

Кĕнеке ют çĕршывра пурăнакансене те кăсăклантарнă. Предприятие Австри, Испани, Бельги çĕршывĕсенчен çырусем килнĕ. Вĕсенче чăваш чĕлхипе пичетленнĕ «Пĕчĕк принц» кĕнекене туянма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Акă Австрире пурăнакан Герхард Вольц 5-10 экземпляр туянма хатĕр-мĕн. Испанири Хосеп Гонзалес вара тĕнчери тĕрлĕ халăх чĕлхипе кăларнă «Пĕчĕк принц» кĕнекене пухать. Вăл та 20 экземпляр ярса пама ыйтнă. Издательство вĕсен ыйтăвне тивĕçтернĕ ĕнтĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.