Комментировать

14 Ноя, 2017

Театр юбилейне халалласа ăслăлăх-практика конференцийĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарта К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн 100 çулхи юбилейне халалланă ăслăлăх-практика конференцийĕ уçăлчĕ.

Мероприятие хутшăнакансене чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа — иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче пултаруллă чăваш çамрăкĕсем никĕсленĕ театр 100 çула çитнĕ ятпа — ЧР культура министрĕ Константин Яковлев саламларĕ. «Хальхи вăхăтра пур халăх та çакнашкал театр пуррипе мухтанаймасть. Пысăк чун-чĕреллĕ, пултаруллă çынсем тăрăшнипе йĕркеленнĕ çак театр паян пирĕншĕн шывпа тата çăкăрпа тан. Искусство тĕнчине ярса пуснă кашни çын чунĕ улшăнса илемленет», — терĕ министр К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне тата çĕр çул пурăнма ырă сунса. Театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев «театр пире таса туйăмпа çуралнине аса илтернине» палăртрĕ, çавна май «театра юратмалли, унпа пĕрле пурăнмалли» çинчен каларĕ: «Çавăн пек çынсем ытларах пулсан чăваш сăмахлăхĕ малалла аталанса пырĕ».

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕсем М. Кондратьев, М. Митина, Ю. Гусаров, А. Леонтьев, А. Мордвинова, И.Дмитриев тата ыттисем конференцире чăваш театрĕ йĕркеленсе вăй илнĕ çулсем, паянхи пурнăçĕ, унăн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă спектакльсемпе пултаруллă артистсем çинчен докладсем вуларĕç.

Рубрика: