Комментировать

13 Ноя, 2017

Шупашкарта дельтапланерист шыва ÿкнĕ

Ĕнер Шупашкарта дельтапланерист шыва ÿкнĕ. Инкек кăнтăрла иртни икĕ сехет çурăсенче пулнă. 

Атăл юханшывĕн сулахай çыранĕнчен инçех мар персе аннă дельтапланериста çăлма ятарлă служба ĕçченĕсем васканă. "Беркут" катерпа вĕсем инкек вырăнне çитсе шыври çынна çăлнă, унтан ăна тухтăрсен аллине панă. Ку хыпара Республикăн çăлавпа шырав служби хыпарлать. 

Рубрика: