Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх хăратмасть
Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисем валли кăçал пĕтĕмпе 387 миллион тенке яхăн уйăрма палăртнă. Ĕçсĕрлĕхпе кĕрешессипе çыхăннă çак тата ытти цифрăна республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура пĕлтерчĕ.
Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх, асăннă укçан 56% — федераци бюджетĕнчен уйăрни, ытти — республикăн. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре ĕçсĕррисен шута илнĕ йышĕ 3934 çынпа танлашать, ĕçсĕрлĕх шайĕ — 4,7%. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи кăтартусемпе ĕçлев службин органĕсенчен пулăшу ыйтнă çынсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе республика Раççей регионĕсен хушшинче малти вырăна йышăннă. Паянхи кун тĕлне тулли мар ĕç кунĕн режимĕпе 9 предприятире 1,5 пин ытларах çын ĕçлет. Çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан ку цифрăсем самай пĕчĕкленни палăрать.
Çав вăхăтрах вакансисен шучĕ те пĕчĕк мар — 17 пин. Ĕç паракансем сĕнекен вăтам шалу — 17,8 пин тенкĕ патнелле. Министр çулталăк вĕçлениччен вăл е ку предприяти çынсене массăллăн ĕçрен хăтарма хатĕрленни пирки кăтартусем çуккине çирĕплетрĕ. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев официаллă мар майпа ĕçлекенсемпе çыхăннă ыйтăва та çĕклерĕ — «вăрттăн» ĕçлеве легализацилес енĕпе мерăсем йышăнмалла. Ку бюджет тупăшне пысăклатма та пулăшĕ.