Бюджет пысăкланчĕ
ЧР Патшалăх Канашĕн паян иртнĕ черетлĕ вунтăваттăмĕш сессийĕнче республикăн 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018, 2019 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси тĕп ыйту пулчĕ.
Улшăнусемпе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 496 миллион тенкĕлĕх пысăкланать, 5,6% хушăнса 43690 миллион тенкĕпе танлашать. Çакă, министр палăртнă тăрăх, чи малтанах республикăн хăйĕн тупăшĕсем пысăкланнипе никĕсленет. Организацисен, уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налуксем, транспорт налукĕ, нефть продукчĕсен акцизĕсен калăпăшĕ хушăннă — бюджетшăн аван тĕрев.
Хушма укçана сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, ытти сфера валли ярассине сÿтсе явнă хыççăн депутатсем улшăнусене ырласа бюджета çирĕплетрĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экономика аталанăвĕ хыснана налуксемпе тĕревлеме пулăшнине палăртнă май парламентарисене пысăкланакан бюджетшăн сасăланăшăн тав турĕ, хушма миллионсемпе халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе йышăннă патшалăх программисене пурнăçлас енĕпе тухăçлă усă курма шантарчĕ.