Комментировать

3 Ноя, 2017

Кашлатăр Кĕтеснерте Алентей паркĕ

Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте Чăваш халăх писательне Василий Алентее халалласа парк уçрĕç.

Савăнăçлă уява район адми- нистраци пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Раççейри Ботаника сачĕн республикăри филиалĕн директорĕ А.Димитриев, писателĕн хĕрĕсем Нина, Елизавета, Антонина Васильевнăсем çемйисемпе тата ыттисем хутшăнчĕç. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Николаев пурне те парка йыхравларĕ. Хăнасем, ял халăхĕ писателĕн пултарулăхне аса илчĕç. Унăн кĕнекисене яланах юратса вуланине, Алентей хайлавĕсем тăван çĕршыва юратма, уншăн усăллă çынсем пулма вĕрентнине палăртрĕç. Василий Алентей хăйсемшĕн тĕслĕх пулни, унпа мăнаçланни, ятне ĕмĕр асра тытмалли пирки сăмах хускатрĕç. Сумлă ентеш ячĕпе парк уçнине чĕрĕ палăкпах танлаштарчĕç.

Кунта йывăçсем малтан та пулнă-ха — вĕсене писателĕн çуралнă кунĕ тĕлне 2009 çулта лартма пуçланă. Çапла пĕчĕккĕнех аллея йĕркеленнĕ. Уявра ун валли ят та тупăнчĕ — “Туслăх аллейи” теме йышăнчĕç. Йывăçсем, йĕри-тавра карта тытса çавăрнине пула, чиперех вăй илсе çÿлелле туртăннă. Çакăнтах икĕ Асăну плити вырнаçтарнă. Ĕçсене йăлтах тăванĕсем пурнăçланă. Пухăннисем пурте пĕрле йывăç лартрĕç. Пысăк хавхаланупа сăвăсем вуларĕç, юрларĕç.

Ашшĕне хисеплесе ятне асра тытнăшăн, унăн ячĕпе пурнăçласа пыракан ырă ĕçсенче пулăшнăшăн хăнасене, ял халăхне ачисен, тăванĕсен ячĕпе çыравçă хĕрĕ Нина Васильевна тав турĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.