Комментировать

30 Апр, 2014

Хăшĕ пулăхлăрах, пахарах?

Эпир илекен тухăç тăпраран нумай килет. Тăпра вăл - çĕрĕн çиелти сухалакан пайĕ, çав вăхăтрах ÿсен-тăрана кирлĕ пек çитĕнме пулăшакан минерал хутăшĕсен тата нÿрлĕх çăл куçĕ. Минерал япалисем /азот тăварĕсем, кали, фосфор т.ыт.те/ çителĕксĕр тĕк, йывăç-курăк начар çитĕнет, çавăнпа унăн тухăçĕ те сахал.

Çĕре лайăх ĕçлесе хатĕрлесен, çителĕклĕ таран им-çам хывсан çĕр айĕнчи шыва /вăл çиелте пулсан/ аяккалла уçса ярсан, кирлĕ чухлĕ пахча çимĕç, улма-çырла туса илме май пур. Тăпра мĕнле-мĕнле тĕслĕ пулнине, вăл хăш пайсенчен - хăйăр, тăм, извеç, юшкăн, вĕтĕ чул, тусан - тăнине кашни пахчаçăнах пĕлмелле. Халĕ хăш-пĕр тăпра çинчен аса илтерĕпĕр.

Чи пахи те пулăхли - хура тăпра, вăл пахча валли чи лайăх çĕр шутланать. Хăвăрт ăшăнса çитет, нÿрĕке лайăх упрать. Тытăмĕ лайăх, ăна ĕçлесе çитерме те çăмăл. Çакнашкал тăпрара 4 процентран пуçласа 11 таран çĕрĕк тăпри - сарăрах хура тăпрара 16-20 процент таран - çĕрĕк тăпри пулать. Вăл тĕттĕм сарă тĕслĕ, çĕрĕк тăпри сийĕ - 40-50 сантиметр таран /вăтамран/.

Торфлă тăпра органика япалисемпе пуян, унта фосфор тата кали сахал, азот вара çителĕклех. Ăна лайăхлатнă - типĕтнĕ, извеçленĕ хыççăн - нÿре юратакан пахча çимĕç, сăмахран, купăста, çарăк, ÿстерме аван. Кунта кишĕр те лайăх çитĕнет.

Тăпрана фосфор тата кали им-çамĕ хывни тĕрлĕ пахча çимĕç культурисен тухăçне чылай хăпартать.

Çеремлĕ-кĕллĕ тăпрара йÿçеклĕх шайĕ ытла пысăк, вăл органика хутăшĕсемпе пуян мар. Çавна май çумăр хыççăн çиелти сийĕ хытса каять, ÿсен-тăран тымарĕ патне сывлăш начар кĕрет. Ку çĕре пахарах тăвас тесен тислĕк, торф /пĕр тăваткал метр лаптăк çине 4-6 килограмм/ хывмалла. Сухалакан сие извеç сапмалла. Минерал имçамĕ те питĕ вырăнлă.

Раççейри Хура мар тăпраллă тăрăхра акакан çĕр ытларах çеремлĕ-кĕллĕ тăпраран тăрать.

/Вĕçĕ çитес номерте/

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.