Бюджета сиен кÿнĕ
Вăрмар районĕн администрацийĕн çул-йĕр строительствипе ЖКХ пайĕн тĕп специалист-экспертĕнче ĕçленĕ хĕрарăма условнăй майпа 4 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнипе кăна çырлахман, унăн муниципалитет бюджетне кÿнĕ сиене те саплаштармалла — район сучĕ çакăн пек приговор палăртнă. Айăплав саккунлă вăя кĕрессе кăна кĕтмелле.
Следстви вăхăтĕнче Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ, унтан суд палăртнă тăрăх, райадминистрацин 28 çулти ĕçченĕ муниципалитетăн пурăнмалли фондĕнче шутланакан хваттере куç хывнă. Тăванĕ граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна хутшăнма тивĕç пулман, çавăнпа муниципалитет чиновникĕ 2016 çулта ăна юхăннă çуртри хваттерте хуçи килĕшмесĕрех регистрациленĕ. Халь тинех чăрмав çук ĕнтĕ, çапла майпа çын саккуна пăсса хайхи программăна хутшăнма пултарнă.
Çакăн хыççăн ял тăрăхĕн администрацийĕнчен социаллă найм килĕшĕвĕпе 1,3 миллион тенкĕлĕх хваттере илнĕ. Администраци ĕçченĕ пулăшнипе кĕçех хайхискер хваттере приватизациленĕ, çапла майпа муниципалитет бюджетне уйрăмах пысăк виçепе сиен кÿнĕ.