Комментировать

26 Окт, 2017

«Тимĕр вăййи» — вăйлисем валли

Пăхаттир пек çынсем ĕлĕкех хисепре пулнă. Ун чухне каччăсемпе арçынсем йывăр чул йăтса хул-çурăмне çирĕплетнĕ. Халĕ пирĕн çĕршывра кире пуканĕн спорчĕ анлă сарăлнă. Спортăн çак тĕсĕ халсăррисем валли мар: вăл вăя çеç мар, чун çирĕплĕхне те тĕрĕслет. Юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ. Унта опытлă спортсменсем, çăмăлах мар çул çине тин çеç тăнисем пуçтарăнчĕç. Чăваш Ене 12 регионти 150-а яхăн пăхаттир çитрĕ. Кăçалхи турнирта вĕсен Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçлама май килчĕ. Кунашкалли 1995 çулта çеç пулнă.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçмашкăн сумлă хăнасем килчĕç: ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, РФ кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Игорь Солодов, спорт министрĕн заместителĕ Эльвира Матренина, ЧР кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина. Кире пуканçисене саламланă май вĕсем спортăн çак тĕсĕ патваррисем валли пулнине, çĕршывра, Чăваш Енре унпа туслисем нумаййине палăртрĕç. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина çак турнира хаçатра спорт журналисчĕ пулса ĕçленĕ Петр Сидоров тăрăшнипе йĕркеленине асăнчĕ. Çак йăла манăçа тухмасть — ăмăрту кăçалхипе 34-мĕш хут йĕркеленчĕ! Хальхинче тур-нира чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» тухма пуçланăранпа 111 çул çитнине халалларĕç.

Спортсменсем тĕрлĕ виçе категорийĕнче ăмăртрĕç, 18 комплект медальшĕн тупăшрĕç. Пĕрремĕш кунхине помост çине хĕрсемпе хĕрарăмсем тухрĕç. Черчен пикесем йывăр снаряда сулласа йăтрĕç. Чи çăмăл виçе категорийĕнче малти вырăна яланхиллех Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнчи Джанита Щербина /хĕр чухнехи хушамачĕ Павлова/ çĕнтерчĕ. Ун пирки эпир хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырса кăтартнăччĕ. Турнира мăшăрĕпе Олегпа пĕрле килнĕ вăл. Щербинсем пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине тăрса çемье пухмачне «ылтăнсемпе» пуянлатрĕç. Тĕнче класлă спорт мастерĕсем çак ăмăртăва яланхи пекех хаваслă кăмăлпа çитнĕ, каялла та çĕкленÿллĕ туйăмпа кайнă. 24 килограмлă кире пуканне 173 хут çĕкленĕ Джанита тăван тăрăхра ăмăртмашкăн кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ.

Спортсменсем ăмăрту пуçланиччен хăйсен умне тĕллев лартаççĕ. Санкт-Петербургри Александра Логутова спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлама ĕмĕтленнĕ. Кире пуканĕн спорчĕпе 4 çул каялла интересленме тытăннăскер Чăваш Ене пуçласа килнĕ. Шупашкар хули илемĕпе тыткăнланине, ăмăрту кăмăла кайнине пытармарĕ хĕр. «Эпĕ пысăк турнирсенче тупăшма хăнăхнă. «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăрту аван иртрĕ. Хĕрсен хушшинче конкуренци ытлах çукчĕ пулин те маншăн тупăшу çăмăлах пулмарĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланăшăн питĕ савăнтăм», — терĕ Санкт-Петербургри аграри университетĕнче вĕренекенскер.

Снаряда çĕклекен черчен хĕрсемпе хĕрарăмсене курсан кашниех тĕлĕнет-тĕр: «Кире пуканĕн спортĕнче вĕсене мĕн илĕртет-ши?» Спортпа туслă мар çын хĕрсем йывăр атлетикăна мĕншĕн суй-ланине нихăçан та ăнланмĕ. Вĕсемшĕн ку — пĕтĕм пурнăç. Унта каялла çул çук: малалла, çитĕнÿсем патне, талпăнмалла… «Хыпар» турнирĕн яланхи хăни — Канаш хулинче пурăнакан, унти 5-мĕш шкул-та ĕçлекен Алевтина Евграфова. Кукамай ятне илтнĕ хĕрарăм хăйĕн тĕслĕхĕпе кирек хăш çулта та спортпа туслашма май пуррине кăтартать. Спортăн çак тĕсĕпе 39-та чухне интересленме тытăннăскер тÿрех çĕршыв шайĕнчи ăмăртуран ылтăн медальпе таврăннă, кайран спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Маттур хĕрарăм вăл: хăйĕнчен çамрăкраххисемпе тупăшма пултарать!

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илекен Анастасия Александрова «Чи лайăх кире пуканĕ йăтакан» пулчĕ. Çак ята виççĕмĕш çул тивĕçнĕскер кăмăл-туйăмне пĕлтерме васкарĕ: «Тавах Турра, питĕ лайăх ăмăртрăм. Тăван çĕр çинче ята ярас мар тесе пăшăрхантăм. Кировран, Питĕртен килнĕ пикесене самай хыçала хăварса мала тухрăм. Кире пуканне 152 хут çĕклесе хамăн рекорда çĕнетрĕм. Тĕллев — 153 хут йăтассиччĕ. Снаряда çавăн чухлĕ çĕклесен тĕнче класлă спорт мастерĕ пулса тăратăн. Ку маншăн пысăк ăмăртусем умĕнхи тĕрĕслев пулчĕ. Кире пуканне 8 минут çурă çĕклесен вăй юлмарĕ. Эпĕ норматива пурнăçлама пултарнине шанмарăм-ши? Малашне ĕненĕп». Настьăн часах рекордне çĕнетме май пулĕ. Чÿк уйăхĕнче вăл Кăнтăр Корейăри Сеулта иртекен ăмăртăва кайĕ. Куславкка районĕнчи Тĕрлемес ялĕн пики унта та пысăк çитĕнÿ тăвасса шанас килет.

Яшсен тупăшăвĕ те хĕрÿ иртрĕ. Каччăсем кире пуканне кăкăр çинчен тĕртсе тата сулласа çĕклерĕç. 63 килограмм тайманнисен виçе категорийĕнче пирĕн ентешсем Дмитрий Курчинпа Евгений Малинников, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекенскерсем, палăрчĕç. Сăмах май, çак аслă шкулта пĕлÿ илекен çамрăксем «Хыпар» турнирĕнче çулленех медальсене тивĕçеççĕ. Çак ăмăртура ултă хутчен çĕнтернĕ Александр Павлов хальхинче те пьедестал çине хăпарчĕ. Икĕ картлашка аяларах Андрей Кузнецов тăчĕ. Борис Глинкин тренер патĕнче ăсталăхне туптакан Алексей Ивановшăн та савăнар: ăна тĕнче класлă спорт мастерĕн удостоверенине тыттарчĕç, «Чи лайăх кире пуканĕ йăтакан» ята пачĕç. Пирĕн ытти ентеш — Леонид Ярадов, Василий Кириллов, Алик Волков — тĕрлĕ виçе категорийĕнче лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

Ăмăртăвăн юлашки кунĕнче помост çине 85, 95 килограмм тата 95 килограмран ытларах таякан спортсменсем, ветерансем тухрĕç. Çак ушкăнсенче те чăваш пăхаттирĕсем палăрчĕç. «Хыпар» турнирне кашни çул хутшăнакан Елчĕк районĕн каччи Дмитрий Енедеров 85 килограмлă виçе категорийĕнче виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Чи йывăр виçе категорийĕнче вара икĕ каччă — Пушкăртстанран килнĕ Ильгиз Саидовпа Тутарстанри Павел Карасев — тупăшрĕç. Çивĕч кĕрешÿре чылай чемпионатра палăрнă тĕнче рекордсменĕ Ильгиз Саидов маттур пулчĕ. Ветерансен тупăшăвĕнче Патăрьел тăрăхĕнчи Владимир Портнов, Елчĕк районĕнчи Олег Федоров, Канаш районĕнчи Владимир Понихидкинпа Сергей Калашников, Шăмăршă тăрăхĕнчи Владимир Шуряков, Улатăр районĕнчи Валерий Притуленко хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăрту çÿллĕ шайра иртрĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина турнира хутшăннисене тав тунă май ытти регионтан килнĕ спортсменсене телейлĕ çул сунчĕ. «Чăваш чĕлхине вĕренĕр, пирĕн хаçата вулăр», — терĕ вăл. Помост «тимĕр вăййипе» туслисене тепĕр çул та кĕтĕ. Ун чухне юбилейлă турнир иртĕ!

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.