Комментировать

25 Окт, 2017

Поликлиника пулать, планетари тăхтать

Республикăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртесси — çак ыйту паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп тема пулчĕ. Шучĕпе — бюджетăн кăçалхи виççĕмĕш тÿрлетĕвĕ, вăлах юлашки пулать-тĕр.

Тĕп улшăнусемпе Михаил Васильевич хăй паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, "бюджета нумаях пулмасть кăна пысăклатнăччĕ, халь каллех тата 500 миллион тенкĕ патнелле ÿстеретпĕр". Ку чи малтанах хамăрăн тупăшсем хушăннипе никĕсленнĕ — налуксен калăпăшĕ пĕлтĕрхинчен 7% ÿснĕ. Çав вăхăтрах малтан хăш-пĕр тĕллев валли палăртнă укçа-тенке урăх ĕçсем валли яма тивет. Çакă уйрăм министерствăсем укçапа усă курайманнипе сăлтавланнине кура регион ертÿçи министрсене те ÿпкелесе те илчĕ.

Бюджетăн çĕнелекен параметрĕсем пирки каланă май вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина 43,7 миллиард тенкĕпе танлашакан хыснара хамăрăн тупăшсем 26 миллиард тенке çитессине çирĕплетрĕ.

Сывлăх сыхлавĕ валли яракан укçа виçи самай, 1,1 миллиард тенкĕ, хушăнать. Çав шутра — тĕп хула центрĕнче çĕнĕ поликлиника тума та. Кунта планетари тумашкăн хывма палăртнă укçа та кĕрет. Планетари строительствин докуменчĕсем хатĕр мар-ха, çавăнпа ку укçана медучреждени строительстви валли ярĕç. Çул-йĕр фончĕ пысăкланать. Вĕрентÿ, культура сферисем те ытларах укçа илĕç. Муниципалитетсене тĕревлеме те пăхнă.

Рубрика: