Комментировать

30 Апр, 2014

“Ыттисене Герой ятне мĕншĕн паман?”

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрлеме чарăннăранпа кĕçех 69 çул çитет. Питĕ шел, хăрушăран та хăрушă çав вăхăта чăтса ирттернисен, мĕн тÿснине-курнине чĕррĕн каласа паракансен йышĕ çулран-çул сахалланать. Çапла майпа ÿсекен ăру пирĕн асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем çутă малашлăхшăн тăрăшнине, тăшмана çĕнтерессишĕн юлашки юн тумламĕччен çапăçнине кĕнекесем вуласа, кинофильмсем пăхса çеç кăшт ăнкарать. Çапах вутлă çав вăрçăра мĕн-мĕн пулнине тĕпĕ-йĕрĕпе нихăçан та, нихăçан та пĕлеймĕпĕр. Хăшĕ-пĕри паттăрла вилнĕ пулсан та тăванĕсем ун пирки хурлăхлă хыпарсăр пуçне урăх нимĕн те пĕлеймен. Хăрушă çапăçусен вăхăтĕнче мĕн пулнине ăçтан йăлтах çырса хăварайăн? Муркаш районĕнчи Иштерекре пурăнакансем те хăйсен тăрăхĕнче чăн-чăн паттăр çуралса ÿснине нумаях пулмасть çеç пĕлнĕ. Йăлтах аякри Калининград облаçĕнчи Гусев хулинчен Петр Кулик Шупашкар районĕнчи Ишлей шкулне шăнкăравланинчен пуçланнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.