Савăнăç та пулчĕ, куççуль те: паян "Хыпар" хаçат парнисемшĕн кире пуканĕ йăтрĕç
Чăн та, темле самант та пулчĕ: савăнăçĕ те, куççулĕ те. Анчах алăра кире пуканĕ тытнă чух мар. Кайран. Çын курман чух. Ăнăçу патне ăнтăлма хăнăхнă маттур черчен пикесемпе яштака яшсем, хăватлăн курăнакан арсемпе арăмсем пăхаттирле вăйне кăтартрĕç паян. Çапла, çулланнисем те пулчĕç турнирта. Çакăн пек иртрĕ кире пуканĕ йăтакансен "Хыпар" хаçат парнисемшĕн иртекен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕн пĕрремĕш кунĕ.
Аслăраххисем тенĕрен, турнирта, сăмахран, Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче çуралнă, Канаш хулинче пурăнакан, хăй вăхăтĕнче унти педагогика училищинче вĕреннĕ, халĕ 5-мĕш шкулта ĕçлекен 49 çулти Алевтина Евграфова хăйĕнчен самай кĕçĕннисемпе харсăррăн ăмăртрĕ.
Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашри Людмила Вениаминова вун саккăр çеç тултарнă-ха. 16 килограмлă кире пуканне йăтакан, 63 килограмчченхи виçе категорийĕнчи хĕрсем хушшинче çавскер чи маттурри пулчĕ - пукана 122 хут çĕклерĕ. Ал лаппи йăлт чĕрмеленсе-юнланса пĕтнĕ пулин те ыратнине туйманнине пĕлтерчĕ хĕр "Хыпар" издательство çуртне.

















